03 октября 2015 г.
Ульяновск хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 2000-2001 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хутшăннă. Пурĕ 13 команда вăй виçнĕ. Чăваш Енри хĕрсене çитекенни пулман, вĕсем çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Республика чысне пирĕн район пики, Люляра çуралнă, халĕ Ишлĕри шкулта 8 класра вĕренекен И. Смирнова та хỹтĕленĕ. Ирина 48 килограмлă виçере 14 хĕр ача хушшинче 5 хутчен кавир çине тухса пурне те çурăм çине вырттарса парăнтарнă. Пĕрремĕш вырăна тухса ылтăн медальпе диплом тата укçа илме тивĕçнĕ.
Тăрăшни сая кайман _ Ирина спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарнă. Октябрĕн 8-10-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хĕрсем хушшинче иртекен Пĕтĕм Раççейри финала хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Çамрăк спортсмен районшăн тата республикăшăн тупăшăва тухĕ.
Ирина 2-мĕш класранпах М. Зейнетдинов ертсе пыракан кĕрешекенсен секцине çỹрет. Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕн Первомайскинчи пĕлỹ çуртĕнчи филиалĕнче хăйĕн ăсталăхне ỹстерет.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)