07 октября 2015 г.
ИРТНĔ çул сентябрĕн 13-мĕшĕнче районта çамрăксем 200-мĕш çемье чăмăртанине шута илнĕччĕ. Кăçал вара çак кăтартăва октябрĕн 3-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Ку хутĕнче Мендельсон маршĕ Çĕнĕ Ахпỹртри Александр Киргизовпа Шупашкар районĕнчи Регина Владимировашăн янăрарĕ. Пĕр сукмакпа утма шухăш тытнăскерсене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, юлташĕсем çирĕп юрату, тату пурнăç, тулли телей сунчĕç. Уй пек аслă, вăрман пек пуян пулма сĕнчĕç.
Çак сăмахсемех Сергей Никифоровпа Лидия Смирновашăн тата Владимир Толстовпа Алиса Васильевашăн та пулчĕç. Çырăнтару керменĕн специалисчĕсем вĕсене те çемье чăмăртанă ятпа паракан свидетельствăна аллисенчен тыттарнă май телейлĕ пурнăçпа нумай çул килĕштерсе пурăнса ачисен, мăнукĕсен ытамне лекмелле пултăр терĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)