07 октября 2015 г.
УЙĂХ пуçламăшĕнче районта çак акци старта тăчĕ. Çавна май вĕрентỹ учрежденийĕсенче сывлăх урокĕсемпе кунĕсем иртеççĕ, массăллă спорт мероприятийĕсем пулаççĕ, конкурссем, профилактикăлла семинар-тренингсем йĕркелесси те пур планра.
Ĕçлекен çамрăксен канашĕн представителĕсем вара волейбол, шашка-шахмат, мини-футбол тата ытти турнирсене хутшăнасшăн.
Централизациленĕ библиотека системинче "Ровесник" клубра çавра сĕтел хушшинчи калаçусем йĕркелеççĕ. Вĕсене тĕп больницăри Н. Надина врач-нарколог та хутшăнать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)