07 октября 2015 г.
Хăйсен професси уявне вĕрентỹ ĕçченĕсем районти культурăпа кану центрĕнче паллă турĕç. Çак ятпа учительсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. Калмыков, вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ В. Осипов, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Елагина, "Единая Россия" партин политсовечĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Н. Глухов, Чăваш Республикинчи гуманитари наукисен патшалăх институчĕн директорĕ Ю. Исаев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" кооператив ертỹçи П. Никифоров, Улатăр-Пăрачкавăн виççĕмĕш епархийĕн благочиннăйĕ, Первомайски храмĕн настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей саламларĕç. Вĕсем çак ĕçе чунтан парăннисене ăнăçу, ỹсĕмсем, тăрăшуллă вĕренекенсем сунчĕç, Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса чыс турĕç.
Вĕренекенсем, педагогсем, культура учрежденийĕсен ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
"Сирĕн профессийĕр чи сумли те хисепли. Ырă кăмăлăршăн, чун-чĕре тасалăхĕшĕн, суйласа илнĕ ĕçĕре кăмăлтан пурнăçланăшăн тав сире. Эсир общество пурнăçĕнче яланах тĕп вырăнта тăратăр. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ программисене алла илетĕр. Наука проекчĕсене ĕçе кĕртетĕр. Хăвăрăн ăсталăхăрпа ачасене хавхалантаратăр",_ терĕ хăйĕн сăмахĕнче М. Калмыков.
Вĕрентỹ системинче паян 500 ытла педагог ĕçлет. Вĕсенчен 35 проценчĕ аслă квалификаци категориллĕ, 90 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Красновăпа Алманчăри Ю. Иванов биологсем Раççей шайĕнчи "Династия" фонд йĕркеленĕ конкурса хутшăнса "Пулас ученăйсен наставникĕ" номинацире палăрчĕç.
Шкулсенче халĕ 682 компьютер, 24 интерактивлă доска, 26 ноутбукпа планшет, 227 проектор пур. Кашни 6 вĕренекене пĕр компьютер тивет.
Вĕренỹ учрежденийĕсенче паха пĕлỹ илме условисем тивĕçтереççĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи тата Çĕньялти шкулсенче кăçалхи вĕренỹ çулĕнче шкул çулне çитекен ачасем валли ятарлă ушкăнсем (25-шер ача) уçма палăртнă.
Пилотлă проектăн ял тăрă- хĕсенчи компактлă тата комплекслă строительствипе килĕ- шỹллĕн Турханти "Çеçпĕл" ача садĕнче 1390 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Аслă Чементи, Туçари вăтам шкулсен спорт залĕсене тĕпрен юсанă. Нăрваш Шăхалĕнчи тата Туçари вăтам шкулсене сусăр çынсене кĕрсе тухма май паракан хатĕрсем вырнаçтарнă.
Педагогика ăсталăхне лайăхлатас, малта пыракан опыта анлăн сарас тĕллевпе районта тĕрлĕ професси конкурсĕ _ "Çулталăк учителĕ", "Самый класный класный" _ пырать. Пуçласа "Малта пыракан идейăсем _ вĕрентỹ учрежденийĕн аталану çул-йĕрĕ" конкурс иртнĕ.
2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен уйăхри тỹлевĕ _ 16281, педагогика ĕçченĕсен _ 20442, хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче вăй хуракансен 16737 тенкĕпе танлашнă.
Республикăри "Зарница" тата "Орленок" вăйăсен финалти ăмăртăвĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти (ертỹçи Ю. Васюткин) тата агротехникумри (А. Адикин) вĕренекенсем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Çамрăк зарничниксем "Зарница Поволжья" çарпа спорт вăййинче "За волю к победе" номинацире 4-мĕш вырăн йышăнчĕç. Тăрăшуллă ĕçĕн сумĕ пур. Çакна тепĕр хут çирĕплетме май пулчĕ уявра.
А. ИВАНОВА.
2015 çулта 28 педагог отрасль наградисене тивĕçнĕ, вăл шутра 18-шĕ _ республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствин, 7-шĕ Раççей Федерацийĕнчи наука тата вĕрентỹ министерствин грамотисене. Иккĕшĕ "Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", пĕри "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)