10 октября 2015 г.
РАЙАДМИНИСТРАЦИН ЗАГС пайĕ 350-мĕш ача çуралнине шута илнĕ.
Çак телей Патăрьелĕнчи Комаровсене тивĕçнĕ. Дмитрий Витальевичпа Юлия Витальевнан вăл виççĕмĕшĕ. Хĕрĕ те, ывăлĕ те пурччĕ мăшăрăн. Лея çемьене пысăк савăнăç кỹнĕ. Çак кунах Шăнкăртамри Юмаевсен çемйинче Аделя, Сăкăтри Сулагаевсен Мирослава çуралнă ятпа свидетельствăсем çырăннă.
Кăçал çут тĕнчене килнисенчен арçын ачасем нумайрах _ 187. Ытларахăшне Егор, Матвей, Расул, Тимур ят хунă. Хĕрачасенчен Мария, Елизавета, Адиля, Яна килĕшерех панă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)