10 октября 2015 г.
РАЙОН архивĕ чылай çынна хăй патне уттарать. Унти специалистсенчен юридици сăпачĕллисем, граждансем пурлăх тата çĕр лаптăкĕсен йĕркелỹ хучĕсене тирпейлекенсем, пенсипе пособи илес ыйтăва татса паракансем сахал мар пулăшу ыйтаççĕ. Кăçалхи виççĕмĕш кварталта çеç акă 1401 ыйту хуравне тупнă.
Архивпа пенси фончĕн районти уйрăмĕ те çыхăнура. Электронлă майпа ятарлă программăпа 43 ыйтăва татнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)