АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Управа лартма вăхăт

10 октября 2015 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче машинăпа трактор паркĕ кивелсех пырать. Ура çинче çирĕп тăраканнисем çĕнетме тăрăшаççĕ-ха, анчах пĕрех патшалăх пулăшăвĕсĕр май çук. Хавшакраххисем вара кивелнĕ, юрăхсăра тухнă техникăн пайĕсемпе лайăхраххисене юсаççĕ. Ял хуçалăхĕнчи яваплă тапхăрсене вăхăтра тата кĕске тапхăрта ирттерсе ярас тесен пур техникăна упрама пĕлни те вырăнлă. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынăçем комбайнсене, хурçă "утсене", кăкарса çỹремелли агрегатсене хĕле валли хатĕрлесе лартмалла. Республикăра, çавăн пекех районта та октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен техникăна управа мĕнле лартнине тĕрĕслеме конкурс йĕркеленĕ. Комисси АПК предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитсе ГОСТа тата "Ял хуçалăхĕнче усă куракан техника. Тĕрĕс упрасси" хушăва мĕнле пурнăçланине пăхать.

И. ВАСИЛЬЕВ, Гостехнадзорăн районти начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика