10 октября 2015 г.
Октябрь уйăхĕнчен кĕрхи призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Çавна май çар комиссариатĕнче конституци тивĕçне пурнăçлама хатĕрленекенсем комисси витĕр тухаççĕ. Çакнашкал тĕрĕслев Патăрьел тата Шăмăршă уйрăмĕнче те иртет. Ку хутĕнче пирĕн патăртан 79 каччăна çĕршыв хуралне ăсатмалла.
_ Çамрăксен ăнланулăхĕ пысăк. Тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăнас шухăш çук вĕсен. Кашнийĕн çар ретне тăрса ăс-тăна ỹстерес, çирĕп те кĕрнеклĕ хул-çурăмлă гражданин пулас килетех,_ тет ЧР çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен уйрăмĕн ертỹçи Е. Семенов.
Салтака кайма хатĕрленекенсен йышĕнче тин çеç 18 çул тултарнисем те, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухса алла диплом илнисем те пур. Аслăраххисем валли çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. Вĕсем 12 уйăх çар службинче пулас вырăнне икĕ çуллăха килĕшỹпе кайма та пултараççĕ. Çăмăллăххĕсем чылайăшне килĕшеççĕ. Вĕсемпе каччăсене тĕплĕнрех çар ретне контракт мелĕпе ăсатма хатĕрлекен И. Анисимова специалист тата аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн 3 уйăх каялла килĕшỹпе çар службине тăнă А. Айкин та тĕплĕн ăнлантарчĕç.
Ыйтăвĕсем чылай çамрăксен. Вĕсен хуравне кунта тупма пулатех. Çар комиссариачĕн специалисчĕсем, медицина ĕçченĕсем, комисси членĕсем кирек кама та туллин ăнлантараççĕ. Вĕсем çурхи призыва та йĕркеллĕ ирттернĕ. 140 каччăна службăна ăсатнă.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)