10 октября 2015 г.
Çын пурнăçĕнче инкек-синкек сахал мар сиксе тухать. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри те кăшкăртса килмест. Вăл шутра вут-кă-варпа çыхăннă пушар та. Районта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас тĕллевпе сахал мар профилактика ĕçĕ ирттеретпĕр, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçатпăр пулин те, тепĕр чухне "01" службăн çине-çинех вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешме тухса кайма тивет.
Кăçалхи сентябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 31 пушара шута илнĕ. Пăтăрмахсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 34 процент ытларах. Вут серепинче 2840000 тенкĕлĕх пурлăх юрăхсăра тухни те, вĕсенче пилĕк çыннăн пурнăçĕ татăлни те, çавăн чухлех суранланни-аманни те шухăшлаттарать. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа çурт-йĕрпе хуралтăсăр пуçне икĕ техника та çунса юрăхсăра тухнă.
Инкексен пысăк пайĕ чылай чухне электрооборудованипе усă курнă чухне асăрханусăр пулни. Кăçал çак сăлтавпа 16 çемье, иртнĕ çул тăхăр çемье шар курнă. Вут-кăварпа тимлĕ пулманнипе пурлăх юрăхсăра тухнă тĕслĕх-сем те час-часах пулаççĕ. 2015 çулхи тăхăр уйăхра ачасем шăрпăкпа алхаснипе çеç тăватă çемье шар курнă, кил-çурчĕ юрăхсăра тухнă.
Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан Тăрăн, Ыхра Çырми, Туçа, Хирти Пикшик, Шăнкăртам, Пăлапуç Пашьел, Сăкăт ял администрацийĕсенче иртнĕ çулхипе танлаштарсан пушар ытларах пулнă.
Районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем вара кăçалхи январьте _ 5, февральте _ 7, сентябрьте 5 хутчен пушар сỹнтерме тухса кайнă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)