10 октября 2015 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен тавра-курăмне аталантарма май паракан, инкек-синкек пуласран сыхланма хăнăхтаракан вĕрентỹ урокĕсем сахал мар пулаççĕ. Вĕсенче илнĕ пĕлỹпе çитĕнекен ăру районта иртекен уйăхлăхсене хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартать. Хăрушсăрлăх уйăхлăхĕнче та çакнах сăнама пулать. Шкулта "Эпир _ хăрушсăр миршĕн" ỹкерчĕксен выставкине йĕркелерĕмĕр. Кунта уйрăмах А. Хурамаева, Н. Хурамаев, Н. Иракина, В. Марков, В. Савдерова, А. Капитонов, Д. Степанов, А. Солдатов, К. Соколова, Е. Румянцева, И. Имеркина хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Вăтам классем хушшинче çул-йĕр правилине пĕлсе усă курмаллипе Л. Перхиева йĕркеленĕ мероприяти усăллă иртрĕ. Кунта А. Галкин, С. Ракова палăрчĕç, 5б классем малти вырăна тухма пултарчĕç.
Ачасем Патăрьелĕнчи пушар чаçĕн музейĕнче пулчĕç. Пушар хуралĕн начальникĕ Н. Назаров экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем пачĕ.
Уйăхлăха пĕтĕмлетсе вĕрентỹ эвакуацийĕ иртрĕ. Палăртнă вăхăтра пушар "сигналĕ" ĕçлесе кайрĕ, ачасене кĕске вăхăтра хăрушсăр вырăна пуçтартăмăр.
В. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)