10 октября 2015 г.
Юлашки вăхăтра ветаптекăсем йышланса пыни палăрать. Ял çынни уйрăмах савăнать çакăншăн. "Выльăх чирлемесĕр пулмасть. Юрать-ха, райцентра каймалла мар халĕ," - чунран хĕпĕртенине палăртнăччĕ Патăрьел райо нĕнчи Сăкăт çыннисем ялтах аптека уçăлсан.
Чăннипе, кунашкал учреждени уçасси питĕ кăткăс ĕç. Çак ялта та темиçе çулах кĕтме тивнĕ: хуçин вĕренỹ шайĕ çителĕксĕр пулнипе лицензи илеймен унччен. Пĕтĕмĕшле илсен, лицензисĕрех сиплев япалисем сутма хăтланни пулнă Чăваш Енре, пĕлтĕр кăна темиçе тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Сăмах май, кăçалхи 7 уйăхра Россельхознадзорăн республикăри управленийĕнче лицензи парас тĕлĕшпе - 6, тăсас тĕлĕшпе 5 ыйту пăхса тухнă. Эппин, кунсăр пуçне тата темиçе аптека хута кайнă.
Аптека пирки калас пулсан - унăн чи малтанах лицензи требованийĕсемпе килĕшсе тăмалла. Кунсăр пуçне, 2015 çулта эмел хатĕрĕсен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăмашкăн ятарласа нормăпа права акчĕсем хатĕрленĕ. Тỹрех калам - яваплăха ỹстерме хистеççĕ вĕсем.
Çĕнĕлĕхсемпе паллашса ĕлкĕрейменрен-ши е ытти сăлтава пула - кăçал та тĕрĕслевсем штрафпа вĕçленни сахал мар: эмелсене упрамалли условисене пăхăнман, температурăпа нỹрĕклĕх шайне кăтартакан ятарлă приборсем пулман.
Çакă кăна та мар, пахалăхсăр тата суя эмелсем Чăваш Енре те тупса палăртни выльăх тытакан кашни çынна шухăша ярĕ. Кунашкал препаратсем çăмăллăх кỹресси чăнах та питĕ иккĕленỹллĕ. Анчах ахаль çын куç виçипе пахалăха палăртаймĕ-çке.
Çавăнпах-тăр фармаконадзор пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку - пур енлĕ мониторинг та, эмелсем усă курнă хыççăн япăх пулса кайнă тĕслĕхсене пĕтĕмлетни те. Çак пĕтĕмлетỹ хыççăн хăш-пĕр партие, серие е пĕр-пĕр эмеле пуçĕпех усă курма чарма пултараççĕ.
Профилактика йỹнĕрех ларать те, унран усси те нумайрах теççĕ. Çавăнпа кунашкал продукцие тимлĕ тĕрĕслеççĕ те. Юлашки 3 çулта кăна ют çĕр-шывра кăларнă 27 препарат регистраци экспертизи витĕр тухайман. Сăмах май, кунта тĕнчипе паллă фирмăсем пирки сăмах пырать. Раççейре ветеринарире усă курмалли эмелсен хăрушсăрлăхĕн мониторингне ирттернĕ май, сăмахран, хăш-пĕр производительсем кăларнă иммунобиологи эмел хатĕрĕсемпе усă курнă хыççăн лайăх мар пулăмсем пулса иртни пирки çине-çинех пĕлтернĕ. Çав шут-ра Merial (Франци) кăларнă продукци тĕлĕшпе 127 тĕслĕх пирки, Boehringer Ingelheim Vetmedica GmbH (Германия) - 14 тĕслĕх, Intervet International B.V. (Нидерландсем) - 15 тĕслĕх, Pfizer Animal Health (АПШ) - 3 тĕслĕх.
"Миллениум" (Vencofarma laboratories of Brazil LTD, Бразили), "Нобивак RL" ("Интервет", Нидерландсем) препаратсем вара сертификаци тĕпчевĕ витĕр тухайман.
Францире хатĕрленĕ "БТВПУР АлСап8" вакцинăна реестртан та кăларнă.
Хăш-пĕр препаратсен инструкцине улшăнусем кĕртнĕ тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, "Кэтл-мастер Голд FP5 L5" вакцина хыççăн пăрушкасем вилĕ çуралнă тата хырăм ỹкнĕ тĕс- лĕхсем нумайланнăран ку эмеле пĕтĕ ĕнесене мĕнле памалли пирки улшăнусем кĕртнĕ.
Сăмах май, иккĕленỹллĕ эмелсем пирки Россельхознадзор сайтра пĕлтерсех тăрать. Тимлĕрех пуласчĕ аптекăра, килти чĕр чун сывлăхĕ те пирĕнтен нумай килет.
Надежда Васильева, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)