14 октября 2015 г.
ПУРНĂÇ тени çапла: пĕри çуралать, тепри ĕмĕрлĕх тĕнчене куçать, виççĕмĕшĕ мăшăрланать... Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çыннăн ĕмĕрĕпе çыхăннă паллă пулăмсене йăлтах регистрацилеççĕ. Акă, сентябрь уйăхĕнче 34 çемьене "çĕнĕ кайăк" хутшăннă. 16 арçын ачапа 18 хĕрача çут тĕнчене килнĕ. Аист 13 çемьене пĕрремĕш тата иккĕмĕш, çиччĕшне _ виççĕмĕш, пĕрне тăваттăмĕш пепке илсе килсе панă. Апла пулин те кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 7 ача сахалрах çуралнă.
Никам та çут тĕнчене ĕмĕрлĕх килмен. Пурте вăхăт çитсен çĕр çинчен каятпăр. Анчах юлашки çулсенче вилекенсем çуралакансенчен ытлараххи пăшăрхантарать. Иртнĕ уйăхра 50 çын _ 24 арçынпа 26 хĕрарăм _ яланлăхах куçĕсене хупнă. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕ вăтамран 67 çул кăна пурăнать. Иртнĕ çул кăтарту тата сахалрах пулнă: 66. Хĕрарăмсем вăтамран 77 çул хĕвел çутипе киленеççĕ. 2014-мĕшĕнче вара 81-пе танлашнă.
Кĕр пуянлăхĕпе 23 каччăпа хĕр пĕр çемье çулĕпе утма тупа тунă. Вĕсенчен 21-шĕшĕн Мендельсон маршĕ пĕрремĕш хут янăранă.
Лайăххипе юнашарах начарри те пур _ 8 мăшăр уйрăлнă.
ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсен виçĕ хутчен ашшĕ пулнине ĕнентерекен хута тата икĕ хутчен ят улăштарнине çырма тивнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)