АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулма Турă çырнă сире

14 октября 2015 г.

 ПĔР ÇЕМЬЕ çулĕпе 50, 60 е унтан та ытларах утакан мăшăрсене чăннипех те телейлĕ тесе калас килет. Вĕсем çамрăклăхра кăна мар, ватлăхра та юнашар-çке! Хури-шуррине те, хуйхи-суйхипе савăнăçне те çителĕклех курнă пулсан та танлăн çеç ĕмĕр сукмакĕпе утăмлаççĕ. Мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене хăйсем пек пурăнма пиллеççĕ.

Тăрăнти Петр Петровичпа Римма Николаевна Крыловсем октябрь пуçламăшĕнче ылтăн туйне паллă турĕç. Çак уйăхрах Ыхра Çырминчи Зинятулла Минетулловичпа Зейтуна Хаялетдиновна Садретдиновсен, Анат Туçари Николай Димитриевичпа Елизавета Филипповна Рыбаковсен, Пăлапуç Пашьелĕнчи Семен Васильевичпа Раиса Федоровна Егоровсен вара пĕр-пĕрне венчет çĕрри тăхăнтартни 55 çул çитет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика