14 октября 2015 г.
Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви кăçалхи сентябрьте Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен рейтингне ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн позицине çирĕп- летсе 16-мĕш вырăна хăпарнă.
Раççейри витĕмлĕ губернаторсене палăртассипе йĕркеленĕ рейтингра анкета ыйтăвĕсене вăрттăн мелпе хуравлаттараççĕ. Сентябрьте йĕркеленинче 25 эксперт хутшăннă: политологсем, политехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем...
Экспертсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 16-мĕш позицине йышăннине лайăх кăтарту тесе палăртаççĕ.
Хальхинче те малтанхи вырăнсене Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Чечен республикин пуçлăхĕ Рамзан Кадыров, Тутар Республикин тепĕр хут суйланнă президенчĕ Рустам Минниханов, Питĕр хулин губернаторĕ Георгий Полтавченко тата Мускав облаçĕн пуçлăхĕ Андрей Воробьев йышăнаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)