АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форумран _ медальсемпе

14 октября 2015 г.

Октябрĕн 8-11-мĕшĕсенче Мускаври Пĕтĕм тĕнчери курав центрĕнче Раççейри агропромышленность комплексĕн "Ылтăн кĕркунне-2015" куравĕ иртнĕ. Унта 64 регионран тата 24 ют çĕршывран 2500 предприяти хутшăннă. 63 пин тăваткал метрта АПК отрасльне сăнлакан экспозици вырнаçтарнă. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе, мамăклă чĕрчунпа, кайăк-кĕшĕкпе, 100 ытла ял хуçалăх техникипе тата оборудованипе паллашма май пулнă куравра.

"Ылтăн кĕркунне" _ аграрин тĕп форумĕ. Унта Раççейри агропромăн çитĕнĕвĕсемпе паллашаççĕ, АПК-на ертсе пырассипе, ют çĕршывсемпе çыхăнăва йĕркелессипе курăмлă утăмсем тăваççĕ. Курава РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, РФ Правительство Председателĕн заместителĕ Аркадий Дворкович тата РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев уçнă.

Чăваш Республикин делегацине республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников ертсе пынă. Ушкăнра республикăри Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Павлов, парламент вице-спикерĕ, экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков, регионти агропромышленность предприятийĕн представите- лĕсем пулнă. Чăваш Ен йĕркеленĕ куравра республикăра пурнăçа кĕрекен малашлăхлă инвестици проекчĕсемпе, "Юрма" агрохолдинг, "Ольдеевская" агрофирма, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, "Акконд" фирма туса илекен продукцисемпе паллашма май пулнă.

Республика "Ылтăн кĕркунне" куравăн 50 наградипе, вăл шутран 24 ылтăн, 19 кĕмĕл тата 7 пăхăр медальпе, пахалăхлă продукци кăларнăшăн икĕ Тав хучĕпе таврăннă.

Сăмах май, пирĕн ра-йон та Мускавра иртнĕ "Ылтăн кĕркунне" форума хутшăннă. Унта вăл "Эффективное управление развитием сельских территорий на муниципальном уровне" номинацире кĕмĕл медаль илме тивĕçнĕ. Шăнкăртам ял тăрăхĕ "Формирование комфортной среды жизнедеятельности в сельских поселениях" номинацире пăхăр медаль илнĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика