АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эльмира ситеневе савёнтарать

14 октября 2015 г.

 "Паттăр" физкультурăпа спорт центрĕнче армспорт енĕпе тĕнче чемпионачĕн çĕнтерỹçине, Ыхра Çырминче çуралса ỹснĕ Эльмира Алеевăна чысланă. Çак ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă ентешĕмĕр Малайзи çĕршывĕнчи Куала-Лумпур хулинче сентябрĕн 25-мĕшĕпе октябрĕн 4-мĕшĕсенче пынă ăмăртура çитĕнỹ тунă. Унта хутшăнма вăл Раççей шайĕнче мала тухса тивĕç пулнă. Эльмира 65 килограмлă виçеричченхи 21 çул тултарайман çамрăксемпе ăмăртнă. Çĕнтерỹ туса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине тăнă.

Унăн малтанхи тренерĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ И. Алеев. Халĕ вара Эльмирăпа, Чăваш патшалăх университечĕн студенткипе, А. Атласкин тренер-преподаватель ĕçлет. Малтанхи физкультура учителĕ И. Камалетдинов пулнă.

Юлашки çулсенче хĕр район тата республика чысне Раççей шайĕнче хỹтĕ-ленĕ, малти вырăнсене тухнă. Европа тата тĕнче шайĕнче призерсем пулнă. Çав ăмăртусене хутшăнма ăна район администрацийĕ, спорт шкул, армспорт федерацийĕ, Р. Санзяповăн хресчен фермер хуçалăхĕ, "ТПК "Шыгырдан" пĕрлешỹ сахал мар пулăшнă.

Çĕнтерỹçе районта кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Çак ятпа ирттернĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. Калмыков, спорт шкул директорĕ А. Краснов, район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Р. Санзяпов, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ф. Алиуллов, вăтам шкул директорĕ М. Сайдашев, "Единая Россия" политика партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Н. Глухов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, спорт ветеранĕсем, спорт шкулăн тренерĕсем, вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Патăрьелсем ентеш-спортсменсен кашни çитĕнĕвĕпе савăнаççĕ. Çакна мероприятие хутшăнакансем уççăнах палăртрĕç. Сăмах илнисем пысăк аренăра Эльмира тунă çитĕнỹшĕн савăнчĕç. Унăн ашшĕ-амăшне тав турĕç. Хисеп грамотисем, тав хучĕсем, асăнмалăх парнесем панă май малашне те çитĕнỹ-сем сунчĕç. Централизациленĕ клуб системин артисчĕсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.

Çакна та пĕлес килчĕ: "Мĕн пулăшать-ха ăна йывăрлăхран тухма?" "Манран атте-анне, шăллăм, тăвансем, тренерсем çитĕнỹсем кĕтеççĕ. Вĕсен шанăçне тỹрре кăларас килетех", _ терĕ Эльмира йăл кулса.

Пирĕн те ăна малашнехи ăмăртусенче ăнăçусем çеç сунас килет.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика