14 октября 2015 г.
Раççейри истори предметне çĕнĕлле вĕрентесси пирки нумай çул тавлашаççĕ-калаçаççĕ. Акă, кăçал тинех хамăрăн тăван çĕршывăн кун-çулне вĕрентмелли çĕнĕ концепципе килĕшỹллĕн хатĕрленĕ вĕренỹ кĕнекисем шкул ачисем патне çитрĕç. Килес çул вара историпе ППЭ тытасси те улшăнĕ. Малашлăхра реформа тени аслă шкулсенче историе вĕрентессине те пырса тивĕ. РФ Патшалăх Думин спикерĕ Сергей Нарышкин çакăн çинчен Раççей истори обществи пухăвĕнче уççăн пĕлтернĕ.
Спикер пĕлтернĕ тăрăх _ Раççейри 750 пин ача Тăван çĕршывăн историне çĕнĕ учебниксемпе вĕренме тытăннă та ĕнтĕ. "Вĕренекенсем çĕнĕлĕхе еплерех йышăнасси вĕрентекенсене методика пулăшăвĕпе еплерех тивĕçтерме пултарнинчен те килĕ", _ палăртнă вăл шухăшне.
ППЭре мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пулассипе Рособрнадзор пуçлăхĕ Сергей Кравцов паллаштарнă. Пĕрремĕшĕнчен, килес çул çак предметпа экзаменра тест пайĕ пачах пулмĕ. Ун вырăнне вара экзамена ведомство ĕçченĕсем истори сочиненийĕ кĕртес шухăшлă. Çакă историе лайăхрах вĕренесси патне çитме пулăшасса шанаççĕ. Çакнашкал улшăну обществăра историе ачасем пăхмасăр калама вĕренес шайра кăна ăша хывни пирки час-час ỹпкелешнипе çыхăннă.
Мĕн пур задани истори-культура стандарчĕпе килĕшỹллĕ пулма тивĕç. Патшалăх экзаменĕнчи улшăну ку кăна мар-ха. Халиччен истори выпускниксемшĕн суйласа илмелли предметсен йышĕнче пулнă-тăк, малашлăхра ăна пăрăнми (обязательнăй) экзаменсен шутне кĕртес шухăш пур. Хальлĕхе ку ыйту тĕлĕшпе пăнчă лартман: йышăну тума ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркелĕç.
Çивĕч ыйтусен шутĕнчех _ историе вĕрентекенсенчен чылайăшĕн хăйĕн те пĕлĕвĕ çителĕк- сĕрри. Çак предметпа ĕçлекенсен 25 проценчĕ çĕнĕ стандартсене кирлĕ таран пĕлмест. Çийĕнчен тата _ тĕрлĕ тăрăхра ĕçлекен вĕрентекенсенчен çуррине яхăн хăйсем пурăнакан хутлăх историне те пĕлмест-мĕн. Çак çитменлĕхсене сирес тĕллевпе, Сергей Кравцов шухăшланă тăрăх, квалификацие учительсен çĕнĕрен илмелле.
Раççей истори обществин пухăвĕнче сỹтсе явнă çивĕч ыйтусен йышне тĕнчери хальхи вăхăтра лару-тăрăва тишкерни те кĕнĕ. "Ислам патшалăхĕн" террорисчĕсен ушкăнĕсем авалхи палăксене хурахла аркатни çинчен тарăхса та пăшăрханса калаçнă унта. Общество членĕсем хăйсем çак тĕлĕшпе кăмăлсăр пулнине ятарлă заявлени çырса палăртнă. Тĕнче культурин тĕп çухатăвĕсене шутласа кайнă май вĕсем Сирипе Иракран саккунсăр мелпе илсе тухнă антиквариата туянмалла марри пирки чĕнсе каланă. Влада МИРСКАЯ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)