13 марта 2013 г.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче Патăрьелĕни «Паттăр» стадион кунĕпех хававслă кĕвĕ-çемĕ ытамĕнче пулчĕ. Çурпике çула тухнăран шур кашмаллă хĕлпе çитес çулччен сыв пуллашма пуçтарăннă ватăпа вĕтĕ кĕр кĕрлекен уяв программине пăхса кăмăлтанах савăнчĕ.
Пухăннă халăха ытарайми те ăш пиллĕ, яланах илĕртÿллĕ хĕрарăмсемпе хĕрсене çуркуннен пĕрремĕш уявĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ П. Перепелкин, Патăрьел тата Тăрăн ял пуçлăхĕсем А. Моисеевпа К. Михеев ăшшăн саламларĕç, куна хаваслă кăмăлпа ирттерсе яма ăнăçу сунчĕç.
Хĕле ăсатакан уявра йĕс шăнкăравсемпе кăмăла çĕклентерекен капăрлатнă лавсемпе катаччи чупасси йăлана кĕнĕ темелле. Чăн та вĕсем ĕлĕкхиллех йышлах мар-ха... Хальхинче стадионта Патăрьелĕн кăна мар Тăрăн, Сăкăт ял тăрăхĕсен урхамахĕсем те тапăртарса тăчĕç. Виçĕ лаша кÿлнĕ лавсем те, мăшăр утсем те, пĕчченнисем те пур. Кашнинех тĕрлĕрен ăсталаса илемлетнĕ.
Çăварни умĕнхи хаваслă уяв юрă-кĕвĕсĕр, вăйă-кулăсăр, конкурссемпе тĕрлĕрен тупăшусемсĕр иртмĕ. Алă вăйне виçни, кире пуканĕ йăтни, вĕрен туртни, шашка-шахматла, вутболла выляса тупăшни тата ытти те яланхи пекех куракана пысăк хавхалану кÿчĕ.
Хамăр корр.