АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн компани мана страхлать

13 марта 2013 г.

«Моя страховая компания» страхлакан группа 1993 çулта йĕркеленнĕ. Чăваш Республикинче вăл 2004 çулта ĕçлеме пуçланă. Пĕлтĕрхи июнĕн пĕрремĕшĕнче пирĕн районта та уçăлчĕ. Ăна ертсе пыма Л. Кузнецова шанчĕç. Вăл пирĕн корреспондентпа тĕл пулса компани пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă.

– Леонид Валерьевич, компани сĕнекен страхлакан продуктсемпе паллаштараймастăр-ши;

– Чи малтанах эпĕ хĕрарăмсене, пикесене иртсе кайнă Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.

Халь кашни килте тенĕ пекех техника пур. Транспорта страхламасăр çула тухма та юрамасть. Эпир автомашинăсене ОСАГО, КАСКО страхлакан продуктсемпе хамăр хÿтлĕхе илетпĕр. Руль умĕнче нумай çул çÿрекеннисене валли çăмăллăхсем пур. Çавăн пекех кил-çурта страхлассипе те тимлетпĕр. Пурлăха страхланă çĕрте пур инкеке те кĕртнĕ. Пушара, çил-тăмана, шыв-шура, аçа çапнине пула курнă нушасемшĕн те укçа тÿлетпĕр. Кăçалхи мартăн пĕрремĕшĕнчен çакăнта тата икĕ сиен хутшăннă: электросетĕн кĕске замыканийĕ тата çурт-йĕр çине мĕн те пулин пырса тăрăнни (тĕслĕхрен, пÿрт çине машина пырса кĕни). Çуртăн пĕр-пĕр пайĕ кăшт çеç сиенленсен те, клиент страхлакан компанирен пĕрремĕш хут çак ыйтупа пулăшу ыйтать пулсан, влаç органĕсем панă хутсăрах, страхлакан агент пырса пăхнипех укçа паратпăр.

Инкек куçа курăнса килмест, çавăнпа та хамăрăн пурнăçа страхласси пирки те тимлĕх уйăрмалла. Кашни çын хăйне страхламалли хисепе хăй палăртма пултарать, чи пысăкки – миллион та 200 пин тенкĕ. Алă-ура сиксен, хуçăлсан, инвалида тухсан, вилес пулсан та (кун пекки никампа та ан пултăр) компани пулăшать.

Ялта выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнма май çук. «МСК» страхлакан группа ĕне-выльăха, лашасене, сурăхсене страхлать.

Пирĕн пата урăх страхлакан компанисенчен куçнисене те çăмăллăхсем кÿретпĕр. Çулран-çул пирĕн компание шанакансен тÿлевĕ пĕчĕкленсе (30 процент таранах) пырать. Клиентсем страхланăшăн татăлмалли кĕмĕле 2-3 пайпа е кашни кварталта пама пултараççĕ. Хамăр шанчăка тÿрре кăларас тесе инкек курнисене икĕ эрне хушшинче тăкака саплаштарма пулăшатпăр.

– «МСК» компани районта чи çамрăкки. Уншăн иртнĕ çул мĕнлерех пулчĕ-ши;

– Чи çамрăкки пулсан та аван ĕçлесе кайрăмăр. Мана çакă чăннипех те савăнтарать. Районти пилĕк пин ытла çын пире шанни малалла вăй хума хавхалантарать. Сăмах май, «МСК» группа страхланăшăн укçа пухассипе республикăри страхлакан 60 компани хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Кĕске вăхăтрах çакăн пек вăй илнинче страхагентсен тÿпи пысăк. О. Перепелкина, В. Бородова, Е. Синеева, Ю. Мартынова, С. Макарова, Д. Зинурова ăнăçлă вăй хучĕç.

– Районта «МСК» страхлакан группа вăхăтлăх компани кăна текен сас-хура та çÿрет. Çакăн пирки мĕн калама пултаратăр;

– Ку хыпара эпĕ хам та илтрĕм. Çакна хирĕçлесе çапла калас килет: «МСК» группăн Раççейĕпе 170 филиал. Страхлакан ытти компанисеннипе танлаштарсан чи пысăкки. Эпир аталанса пыраканнисенчен, рынок условийĕнче ура çинче çирĕп тăраканнисенчен пĕри. «МСК» страхлакан группа республикăра Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш, Улатăр хулисенче, Елчĕк, Муркаш районĕсенче пур. Кăçал Етĕрнере, Вăрнарта, Вăрмарта, Çĕмĕрлере, Йĕпреçре, Сĕнтĕрвăрринче уçма палăртнă.

Компанипе тата тĕплĕрех паллашас текенсем интернет урлă wwwĕsg-mskĕru адреспа кĕрсе пăхма е 8-905-342-84-74, 8-917-079-93-09 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлме пултараççĕ. Патăрьелĕнче эпир Ленин урамĕнчи 20-мĕш çуртра (Мăшăрлану керменĕнче) вырнаçнă.

О. Бельдекова калаçнă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика