13 марта 2013 г.
Мартăн 8-мĕшĕ – çуркуннехи пĕрремĕш илĕртÿллĕ уяв. Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунне ватти те, вĕтти те чăтăмсăррăн кĕтет. Йăмăксемпе аппасене, аннесемпе асаннесене çак уяв ячĕпе ăшă сăмах каласа ырă сунни пысăк парне вырăнĕнчех. Çулĕсем шултăраланса пыракан кинемейсемшĕн вара вăл пушшех симпыл вырăнĕнче.
Пурнăçри тĕрлĕрен сăлтава пула паян ваттисен çурчĕсенче хăтлăх тупнă кинемисем те пур. Районти халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центр директорĕ А. Воробьева çак кунсенче Кзыл Чишмари (заведующийĕ И. Егорова) тата Турханти (заведующийĕ Л. Шурякова) ваттисен çурчĕсенче пулса пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, пĕр çемьере килĕштерсе пурăнма татулăх сунчĕ, асăнмалăх пĕчĕк парнесем пачĕ.
Кзыл Чишмари ваттисен çуртĕнче 14 ăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – хĕрарăмсем. Турханта вара сакăр çынтан виççĕшĕ – аппасем. Иккĕшĕнче те социаллă работниксем ватăсене чун-чĕререн пăхаççĕ. Кунта вĕсене пурăнма, канма, сипленме мĕн пур услови çителĕклĕ.
Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Турханти ваттисен çуртĕнче пурăнакансене ăш сăмах каласа, юрласа-ташласа саламлама ялти «Çеçпĕл» ача садĕнчи шăпăрлансем те çитрĕç. Сăмах май каласан, вĕсем час-часах çапла кĕвĕ-çемĕпе хавхалантараççĕ.
А. Егорова.