13 марта 2013 г.
Виле пытарнă чухнехи сăнавсемпе ĕненÿсем
– Вĕсем (чăвашсем) пĕр-пĕр турам çинĕ чухне çĕре ÿксен вилнĕ çын сĕтел айĕнче çимĕç ыйтать пулĕ теççĕ.
– Виле асăннă чух хĕвелçаврăнăш çиме хушмаççĕ.
– Виле илсе тухса кайсан урайне кутăнла сĕрмелле (алăк патĕнчен пуçласа). Сĕрнĕ чух пĕр енлĕ кăна сĕрмелле, каллĕ-маллĕ мар.
– Виле куçĕ хытă теççĕ. Виле куçĕ выçă, тени те пур.
– Виле патне илсе кайнă чашăк-тирĕке çурта йывăрлăх ан пултăр тесе каялла илсе килмеççĕ.
– Виле илсе килнĕ чухне масар çинчен каялла çаврăнса пăхмаççĕ.
– Виле çине кайсан пыракана пурне те виçшер сĕвĕм çип панă. Çиппи тăрăх вилнĕ çын çул çÿрет тет. Килте çав çиппипе мĕне те пулсан çĕлесе е сапласа ямалла. Вара çавăнта калаçнă усал сăмахсем сан пата çитмеççĕ тет.
– Виле çинче панă çипсене 40 кунччен ĕçе кÿртмелле – çĕлемелле-и унта, усă курмалла. Вара вилнĕ çын туса пĕтермен ĕçсене туса пĕтерет тет.
– Виле çунă этеме 40 кунччен мунчара ăшши пама юрамасть, ĕçкĕ-çикĕре ташлама-юрлама юрамасть. Юрлас-ташлас тесен ура тĕпне (ура тăхăнмалли ăшне) тимĕр укçа хумалла.
– Вилене илсе тухса кайиччен пÿртри урай çÿпĕллĕ пулсан та урайне шăлмаççĕ – вилене килтен вăхăтсăр хăвалани пулать тет.
– Вилене илсе тухса кайсан çурта пушă хăвармаççĕ. Çурт пушă юлать тет. Пурăнакан çынсем вилсе пĕтеççĕ, тет.
– Виле килтен илсе тухнă чух ĕлĕк-авал сасăпа акă çапла каланă: «Пил ту! Хĕвел тухать хĕрелсе, эс хĕрелсе килес çук, шурăмпуç килет шуралса, сан шурруна курас çук, чĕкеç килет чĕлхипе, сан чĕлхÿне илтес çук, курăк тухать ешерсе, эсĕ килсе курас çук». Сасă кăлармасăр ăсатса ярсан вилнĕ çынна леш тĕнчере хисеплемеççĕ тет: «Сана çын хисеплемен, эсĕ вилнĕшĕн никам та йĕрекен пулмарĕ», – тесе калаççĕ тет.
– Вилнĕ çын мунча кĕрсе, тасалса кайтăр тесе пытарса килсен тата 40-мĕшĕнче мунча хутса кĕреççĕ. Хĕрарăм вилнĕ пулсан, малтан хĕрарăмсем, арçын вилнĕ пулсан арçынсем кĕреççĕ.
– Вилнĕ çын патĕнче ялан кам та пулин пулмалла, ăна пĕччен хăвармалла мар – шуйттан пырать тет ун патне, «манăн» тесе калать тет.
– Вилнĕ çын çине çăмарта илсе кайсан чăхă илсе кайнинех пĕлтерет тет.
– Вилнĕ çын хăратма пырсан ăна вĕри кĕл сапсан тарать теççĕ.
– Вилнĕ çынна асăнмасан тытать теççĕ.
– Вилнĕ çынна пытариччен пĕрремĕш кун – чăх, хур е сурăх та юрать – çĕршĕн пултăр тесе пусаççĕ. Ку вăл çĕршĕн тÿлени пулать.
– Вилнĕ çынна пытарма илсе кайнине курсан чÿречерен пăхса юлмалла мар – куç çутине илсе каять тет.
– Вилнĕ çыннăн 7, 9, 20, 40-мĕшсене асăнма пĕçернĕ чухне çатмине тытичченех çуртине çутмалла. Вилнĕ çын çав çурта çутипе килет тет. 40 кунччен пурĕ 41 çурта пĕтермелле тет.
– Вилнĕ çынна çунă шыва тăкнă вырăнта çÿреме юрамасть (çав вырăна пусмалла мар, пытармалла мар). Çын çÿремен вырăна тăкмалла вилнĕ çынна çунă шыва.
– Вилнĕ çыннăн чĕрнисене, çÿçне хăйпе пĕрле чиксе ямалла, мĕншĕн тесен вырттарса çÿреме юрамасть.
– Вилнĕ çынран хăрас мар тесен малтан кăмака çине пăхса илеççĕ, кайран вилнĕ çын çине.
– Вилнĕ çыншăн макăрма юрмасть, мĕншĕн тесессĕн леш тĕнчене каймалли çулĕ таса мар пулать тет; вилнĕ çынни вара çитмелли çĕре таса çитеймест.
– Ирпе вилнĕ çынна пурнас çын вилнĕ теççĕ, каçпа вилсен кун-çулĕ вĕçленсе вилнĕ теççĕ.
– Килте çын вилсен 40-мĕшчен ун ячĕпе стаканпа шыв, пĕр чĕлĕ çăкăр лартмалла. Шывĕпе çăкăрне кашни кун ирхине улăштармалла. Вăл вара шыв ĕçсе тăрать тет. Шывне сапнă чухне турă кĕтессине, çăкăрне ачисене е урăх килти çынсене çитермелле. Çав çăкăра çиекене сăвап пулать тет. Çăкăра йытта çитермелле мар, мĕншĕн тесен вилнĕ çын йытă çăварĕнчен çиет тет.
– Мăнкунта вилнĕ çын çăтмаха кĕрет пулать.
– Пÿртрен вилене илсе тухса кайсан ун вырăнне тимĕр (пăта, турчăка е тата мĕнле те пулин тимĕр) пăрахаççĕ. Пăрахнă чухне: «Сан вырăнна тимĕр юлать, ху çулупа ху кай», – тесе калаççĕ. Çакна кайран ан хăраттăр тесе тăваççĕ.
– Çакăнса вилнĕ çын шуйттан лаши пулса çÿрет тет. Йывăр ĕç ĕçлеттереççĕ тет. Турă патне пыраймасть тет.
– Çын вилсен пÿртри çутă япаласене, тĕкĕрсене, кĕленче таврашне хура е ахаль çĕтĕкпе хупласа витсе хураççĕ: çакна вилле мĕлки (сăнă) ан юлтăр тесе тăваççĕ.
– Чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, çылăхлă çынсем вилсен тамăка лекеççĕ, вĕсене вĕри хуранта асаплантараççĕ имĕш. Сăваплисем – çăтмаха лекеççĕ пулать. Çăтмаха лекес пулсан çип-çинçе вĕрлĕк тăрăх утса тĕпсĕр шăйăрлан урлă каçмалла тет. Çылăхли вара вĕрлĕк çинчен ÿксе тÿрех тамăк хуранне лекет. Унта вăл ĕмĕр-ĕмĕр асапланать. Сăваплисем вĕрлĕк тăрăх çăмăллăнах улса çитеççĕ, ĕмĕр-ĕмĕр ырлăх кураççĕ тет.
Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăларнă
«Сăнавсем. Ĕненÿсем. Тĕлĕксем.» кĕнекерен.