АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре – тăрăшуллă специалист, ялта – хастар депутат

13 марта 2013 г.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ишек ялĕнче вырăнти депутат тивĕçне виççĕн пурнăçлаççĕ: А. Иванов, В. Цыпленкин тата А. Викторов. Халăх умĕнчи яваплă çынсем кашнийĕ тĕрлĕ вырăнта тăрăшать: пĕри – усламçă, тепри – водитель. Виççĕмĕшĕ вут-çулăмпа кĕрешекенсен коллективĕнче вăй хурать. Александр Викторов районти пушар чаçĕнче ĕçлеме пикенни вăтăр çул ĕнтĕ. Аслă пĕлÿллĕ шут ĕçченĕ хăйĕн стажне çырма бригадир-водительтен пикеннĕ. Каярахпа вара пай инженерĕ те, начальник та, караул пуçлăхĕн пулăшуçи те пулнă. Паян вăл – тăватă районшăн яваплă отрядăн тĕп инженерĕ. Ялта Кураков урамĕнче пурăнакансем пултаруллă та хастар çемье пуçлăхне иккĕмĕш хут хăйсен «тарçи» пулма шанаççĕ.

«Ĕçлĕхлĕ те тăрăшуллă, халăхшăн хыпса çунакан çын » – çапла хаклаççĕ ăна суйлавçăсем. Çак сăмахсене А. Викторов депутат сăпайлăн йышăнчĕ. «Пурнăçламаллисем сахал мар, пурте пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннипе тăруках пулаймасть...» – хуравлать вăл. Ăна ял варринчи кĕпере çулсеренех тан тапса шыв илни пăшăрхантарать. Вăй çитнĕ таран ăна хăйех хăпартать, тăпрапа купалать. Шкул урамĕн вĕçĕпе масар еннелле каякан çула тирпейлесе тăрас пирки те унăн çĕнĕ шухăшсем пур.

А. Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика