АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Поддержка» компание шанакан çука юлман

13 марта 2013 г.

Иртнĕ çулăн раштав уйăхĕнче патшалăхăн «Поддержка» страхлакан компанийĕ республикăра ĕçлеме пуçлани 20 çул çитнине паллă турĕ. Вăл пирĕн районта тымар яни вара 18 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл вăй илсе сарăлчĕ, клиентсен йышĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Компанин районти представительствине пиллĕкмĕш çул М. Ялукова ертсе пырать.

– Мария Васильевна, «Поддержка» компание районти çынсем шанни, хăйсен пурлăхне, пурнăçне кунта страхлама тăрăшни мĕнпе çыхăннă-ши;

– Пирĕн клиентсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Çакă пире шанакансене пулăшма тăрăшнипе, инкекре пăрахманнипе çыхăннă тесе шухăшлатпăр. Нуша курнă çынна (пушара пула кил-çурчĕ сиенленнĕ е выльăхĕ вилнĕ) кĕске вăхăтра документсем хатĕрлесе паратпăр, укçине те тÿрех алăранах тыттаратпăр. Çавăн пекех хамăрăн клиентсене çăмăллатнă условисем те сĕнетпĕр. Тивĕçлĕ канăва кайнисене валли те меллĕ тариф пур. Çĕнĕ çултан «Поддержка плюс» страхламалли продукт ĕçлеме пуçларĕ. Унăн та тарифĕ пĕчĕк. Страхлакан ытти компанисенчен куçнисене те, енчен те вĕсем унта çулленех страхланнă пулсан, çăмăллăхсем паратпăр.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсем хирте ÿсекен культурăсене пирĕн патăрта страхлаççĕ. Пĕрле килĕштерсе вăй хунипех компанин 20 çулхи юбилейĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин грамотине тивĕçрĕм. Çакă маншăн питĕ пысăк чыс пулчĕ.

– Юлашки çулсенче страхлассипе эсир республикăра малти вырăнсене йышăнса пытăр Иртнĕ çулхи кăтарту еплерех-ши;

– 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн районти представительство республикăра виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ – виççĕмĕш степеньлĕ Диплом панăччĕ. 2011 çулта вара малах тухрăмăр. Пĕлтĕрхи çул та пирĕншĕн ăнăçлă пулчĕ. Кăтартусемпе эпир каллех – çĕнтерÿçĕсем. Пире пĕрремĕш степеньлĕ Диплом тата компанин ятарлă паллине пачĕç.

Çитĕнÿсем пĕччен çын тăрăшнипе кăна пулмаççĕ. Страхлакан агентсем питĕ пултаруллă, пĕринчен тепри маттуртарах. Н. Селиванов, Л. Упорова, Ю. Григорьев, В. Чуммина, О. Кутузова, А. Мидакова, А. Семенова, Н. Урмакова, Н. Волкова агентсене уйрăммăн палăртса хăварас килет.

Коллектив çуллен пысăкланса пырать, çакă та тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Сăмах май, страхлассипе ял тăрăхĕсем хушшинче ирттернĕ республика шайĕнчи конкурсра Первомайскипе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсем мала тухса парнесене тивĕçрĕç. Çакă компанин вырăнти страхагенчĕсем хăйсене шаннă тивĕçе чунтан юратса пурнăçланинчен килет.

– Ĕçре йывăрлăхсем те çук мар-тăр...

– Районта страхлакан ытти компанисем те пур. Шел те, вĕсем конкуренци çинчен калакан саккуна пăхăнса ĕçлеменни, пирĕн пирки час-часах суя сăмахсем сарни пулкалать. Эпир яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлеме тăрăшатпăр. Çакă умри йывăрлăхсене çĕнтерме хăват парать.

О. Павлова калаçнă

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика