13 марта 2013 г.
Чечня вăрçин синкерлĕхне пула чечек пек пурнăçне татнă каччă, пултаруллă спортсмен, ăшпиллĕ те шанчăклă юлташ, юратнă ывăл, хаклă тăван – Хирти Пикшикре çуралса тĕрекленнĕ Фирдус Камалетдинов ял масарĕнче канлĕх тупнăранпа вун сакăр çул çитет. 1995 çулхи июлĕн 17-мĕшĕ унăн çамрăк ĕмĕрĕнчи юлашки кун пулнă. Вăхăчĕ çĕмрен пек хăвăрт шăвать, çулĕсем шултăраланаççĕ пулин те, çывăх çынсен чĕринче хăварнă суран нихăçан та пирчеймĕ, мирлĕ пурнăçшăн çапăçса ĕмĕрлĕхе куçне хупнă паттăр салтакăн çутă сăнарĕ нихăçан та асран тухмĕ...
Çулсеренех Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче салтак тивĕçне пурнăçласа паттăрла вилĕмпе вилнĕ салтака, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерне, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă Фирдус Камалетдинова чыс тата хисеп туса, унăн ырă ячĕпе пархатарлă ĕçĕсене асра тытса тĕрлĕ çулхи кĕрешÿçĕсем помост çине тухаççĕ. Ача чухне Фирдус та çан-çурăмне çапла тĕреклетнĕ. Кăçал вăл вун саккăрмĕш хут иртрĕ пулин те, турнир пĕлтерĕшĕ, çивĕчлĕхĕ чакса мар, ÿссех пыни сисĕнчĕ. Çак шухăша турнирта тухса калаçакансем те палăртрĕç. Ăмăртăва районти шкулсенчи чи вăйлă çĕр ытла спортсмен хутшăнчĕ. Çавăн пекех йăлана кĕнĕ ăмăртăва Елчĕк районĕнчи кĕрешÿçĕсем те хапăл тунă.
«Паттăр» физкультурăпа спорт комплексне пуçтарăннă спортсменсене уяв тата турнир ячĕпе чăн малтанах унăн директорĕ А. Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Н. Тинюков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Фоминтата ыттисем те саламларĕç, çамрăксене патриотла воспитани парас, çав вăхăтрах сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕлĕшпе Камалетдиновсем çулсеренех çакнашкал мероприятисем йĕркелесе пысăк тата пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине палăртрĕç. Спортсменсене фирдусăн ашшĕпе пиччĕшĕ, çар хĕсметĕнче юлашки кунчченех пĕрле пулнă юлташĕсем те ăмăртăва мĕн пур хастарлăхпа хутшăнма ăнăçу сунчĕç.
– 1994 çулхи февраль уйăхĕнче çар присягине пĕрле йышăнтăмăр. Салтак служби ниçта та пылак мар. Фирдус çак йывăрлăха нихăçан та палăртмасчĕ. Тĕреклĕ хул-çурăмлă каччă пурнăçа питĕ юрататчĕ. Шел, пирĕн çывăх юлташăмăрăн шăпи синкерлĕ килсе тухрĕ. Чечня вăрçинчи хирĕçтăрури тĕрĕслĕхшĕн пыракан пĕр çапăçура унăн ĕмĕчĕ хуçăлчĕ. Çывăх тусăмăра эпир нихăçан та манас çук. Унăн çĕр-шывĕнче ăна хисеплесе кашни çулах спорртсменсем çакнашкал пуçтарăнса турнир йĕркеленине ырлатпăр çеç,- пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Тутар республикинчен килнĕ служакĕсенчен пĕри Фамиль Фиктяшев.
Спортсменсен парачĕ хыççăн яланхи пекех помост çине тĕрлĕ çулхи ачасем хăйсен кĕрешÿ ăсталăхне кăтартма тухрĕç. Ку тĕлĕшпе çулсеренех тренерсен опычĕ ÿссе пырать темелле. Кĕрешме тухакансем пĕрин-хыççăн тепри ăстарах, маçтăртарах вылянипе тÿрех çурăм çине вырттарма та çук. Юлашкинчен пурпĕрех пĕри – çĕнтерÿçĕ. Турнир 17 виçе ушкăнĕпе иртрĕ: 20 килограмран пуçласа 76 килограма çитичченех. Хăйсен виçе ушкăнĕсенче М. Сурнаев (Еншик), Д. Багринцев (Кĕçĕн Арапуç), М. Молочников (Первомайски), Ш. Вахитов (Ыхра Çырми), В. Исаков (Сăкăт), М. Фомин (Çĕньял), А. Кушников (Сăкăт), П. Фомин (Çĕньял), А. Чашкин( Кĕçĕн Арапуç), А. Пугачев ( Хирти Пикшик), С. Мезеветов (Еншик), М. Хусаинов (Ыхра Çырми), А. Порфирьев (Кĕçĕн Арапуç), Ю. Петров (Еншик), А. Анисимов (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Шкулсенчен Пикшикри вăтам шкулти кĕрешÿçĕсем пек ăста вылякансем пулмарĕç. Вĕсем турнирта пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç, иккĕмĕшĕнче – Сăкăтсем, виççĕмĕшĕнче – Ыхра Çырмисем. Çакна та палăртма кăмăллă: Фирдусăн ашшĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей спорт мастерĕ Абдулла Камалетдинов ăмăртăва хатĕрленĕ спортсменсенчен çиччĕшĕ пĕрремĕш, улттăшĕ иккĕмĕш, тăваттăшĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Кĕрешĕве хатĕрлекен ытти тренерсен кăтартăвĕсем те лайăх. Паттăр салтак ячĕпе ирттернĕ тупăшăва 14 шкул хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсем яланхи пекех хаклă парнепе меделе, Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.
А. Егорова.
Сăмах май...
Чечня вăрçин синкерлĕ кунĕсенче пуç хунă паттăрсене асăнса кăларнă «Живи и помни» кĕнекере пирĕн районтан икĕ каччăн хушамачĕ çырăннă. Мĕн пурĕ асран тахми 326 ят. Вĕсенчен пирĕн Фирдус Абдуллович Камалетдинов паттăрлăхĕ çинчен калакан хыпара кĕнекен 33-мĕш страницинче тупса вулама пулать.