13 марта 2013 г.
Çур кунĕ илемлĕ. Хĕвел хăйĕн ăшшине таврана сапаласа тĕнчене тата та çутă сăн кĕртет. Пикесен кунне пуш уйăхĕнче уявласси те ахальтен мар. Хĕрарăм çемье вучахне упрать, ăрăва малалла тăсать, тутлă апат хатĕрлет, çыхать, тĕрлет, юрра-ташша юратать...Чун ăшшине упракан пирки каласа пĕтерме те çук. Шăпах çак пултарулăхĕсене халăх умне кăларас тĕллевпе ирттерчĕç те районти культурăпа кану центрĕнче «Чи лайăх асанне» конкурса. Ăна Н. Лаврентьева методист йĕркелерĕ. Конкурсанткăсен хăйсемпе паллаштармалла, çăпата сырса такмак каласа вĕттĕн-вĕттĕн шуса ташламалла, тырă хутаçĕнче укçа шыраса тупса шутламалла, сăвă каласа е юрă шăрантарса тĕлĕнтермелле пулчĕ. Мăнукĕсем валли тутлă апат-çимĕç пĕçерме пĕлни те интереслентерчĕ. Конкурса пысăк эрудициллĕ, хаваслă, ăста кукамайсемпе асаннесем хутшăнни курăнчĕ. «Чи çепĕççи» ята Нăрваш Шăхалĕнчи М. Кошкина, «Чи ăсли» – Тăрăн ял тăрăхĕнчи В. Бородкина, «Чи сăпайли» – Первомайски ял тăрăхĕнчи Н. Соколова, «Чи талантли» – Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Г. Илюткина, «Чи илĕртÿлли» – Турхан ял тăрăхĕнчи Е. Пчеловодникова тивĕç пулчĕç. «Супер кукамая» Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕнчи Г. Мышина çĕнсе илчĕ. Галина Владимировна çамрăк пулин те виçĕ мăнуклă. Ĕçре матур, юрă-ташăра ăста, пурнăçра сатур хĕрарăм вăл.
А. Иванова.