07 марта 2013 г.
“АЧАСЕН ячĕпе – ачалăхшăн” марафона хутшăнса иртнĕ çул районти организацисемпе предприятисен коллективĕсем ятарлă счет çине 132 110 тенкĕ куçарса панă. Кĕмĕл ытла пысăках мар пулин те вăл йăлтах сахал тупăшлă, нумай ачаллă, тулли мар çемьесене, инвалидсене пулăшнă çĕре кайнă.
Кăçалхи марафон счечĕ çине укçа пуçтарăнма тытăннă. Ыр кăмăллăх тĕллевĕпе чăн малтан алă тăсса паракансем – халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр, районти социаллă хÿтлĕх пайĕ, Патăрьелĕнчи 43-мĕш аптека коллективĕсем...