07 марта 2013 г.
Лăнчăрах вăхăтра çемье ăшшин тĕп управçи – хĕрарăм – чунне ал ĕçĕпе килентерме тăрăшать. Кам алса-чăлха çыхать, кам эрешлесе тĕрлет, çăм арлать, пĕтĕрет, çĕлет, саплать. Тепĕр тесен, вăл тума пĕлмен ĕç пур-ши;
“Çуркунне пуçланнă-пуçланман çĕр ĕçĕпе аппаланмашкăн хатĕрленме тытăнăпăр. Малтан пахча-çимĕç калчисене пÿртре ÿстерĕпĕр, парниксене йĕркене кĕртĕпĕр. Кулленхи ĕçрен пушансан ал ĕçĕ те тытатпăр, ав”, – чун туртăмĕ илĕртнине пытармасть ялта ылтăн алă ята илтнĕскер Л. Сорокина пенсионерка. Чăннипех те мĕн чухлĕ кофта, тутăр, кĕпе çыхман-ши вăл! Пĕринчен тепри илĕр-тÿллĕ, тăхăнма кăмăллă. Пĕр пуçăнсан вара пĕтермесĕр те алăран вĕçертмест. Ырă кăмăллăскерĕн çиппи те чăлханмасть. Йĕпписене вылянтарать çеç. Ытларах качаллипе çыхать. Эрешĕсене журнал пăхса, компьютер урлă тупать. “Хĕрарăм мĕн тума пĕлмеллине пурне те вĕ-рентнĕ пире анне. Кĕрĕк арки йăваласа ларма кичем, пурнăçра ху янтăланă япала вара чĕрене сиплет”,– шухăшне палăртрĕ Лидия Петровна.
Вăхăта сая ямасăр, хăйсен чун киленĕвĕпе пурăнакансем, ылтăн алăллă хĕрарăмсем татах та пур ялта. Акă, Алена Алексеева, Оксана Федорова çамрăксем те Лидя аппаран тĕслĕх илсе, пĕрле канашласа çиппине суйлаççĕ, эреш вăрттăнлăхĕсене вĕренеççĕ. Ĕçĕ ăнсан, пĕр-пĕр çĕнĕлĕхе вĕренсен чунтанах савăнаççĕ вара.
С. КУЛАКОВА.
Чăваш Ишек ялĕ.