АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире, атте-анне

07 марта 2013 г.

Атте-анне, эсир халь çук,

Çапах асăмран каяс çук –

Юмахри пек ачалăхăм,

Чипер те çепĕç яшлăхăм.

– Ĕçле ачам, ан ÿркенсем,

Мĕн пĕлейместĕн – вĕренсем,

Вĕреннĕ çын ăста пулать,

Ĕмĕтсемпе малта пырать, –

Тесе каланă пиллĕхне,

Ун чух пĕлмен хакне виçме.

Хĕрĕх çултан иртсен анчах

Шутла пуçлатпăр самаях.

Мĕн-ма тесен – хамăр анне.

Пур мăнуксемшĕн – асанне.

Кая юлман, калар пĕрле

Тавах сире, атте-анне!

Е. СЫМОВА.

Упамса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика