АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Студи вучĕ çунать-ха

07 марта 2013 г.

Çапла калаççĕ Д. Салахова пирки Хирти Пикшикре. Мĕншĕн тетĕр-и; Унчченрех Т. Хамдеев ертсе пынă халăх театрне сÿнме памасăр ĕçлеттерсе янăшăн! Пултарулăхĕ пурах Дания Мерсеитовнан. Ялти шкулта директорăн воспитани ыйтăвĕпе тимлекен çумĕн çак ĕçе ачасемпе малалла тăсма та май пур-мĕн. Кĕçĕннисен студине чылайăн çÿреççĕ. А. Хамдеев, А. Салахов, Г. Хамдеева, Л. Чаштанова, И. Усманов, Р. Халитов тата ыттисем кĕске сценкăсене, спектакльсене хутшăнаççĕ. Аслисемпе пĕрле сцена çине тухма та ÿркенмеççĕ вĕсем. Артист ăсталăхне вара студине çÿрекен аппăшĕсемпе пиччĕшĕсенчен вĕренсе пыраççĕ.

Аслă ушкăна 15 яхăн çын çÿрет. И. Пелеев, С. Гинятуллина, Т. Земдиханова, Д. Салихов тата ытти учительсем кашни спектакле хутшăнма тăрăшаççĕ.

Ушкăнра вăй, тесе ахаль каламан çав. Театр студийĕн тусĕсем Раççей историйĕн çулталăкне пĕ-тĕмлетсе ялти Культура çуртĕнче пысăк концерт лартнă. “Çулталăк вĕçĕ е тĕнче пĕтет” сценка куракансене ăш хытиччен култарнă.

“Хĕрсен серепинче” комедипе, “Пулăшсамăр, караул!” спектакльпе ют ялсене те тухса çÿренĕ “артистсем”. Çулсерен 4-5 çĕре çитнĕ.

– Спектакльсене тематикине кура суйласа илетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ, аслисем патне хисеп ÿссех пытăр тесе тăрăшатпăр. Коранра та, библире те çакăн çинчен сăмах пырать-çке. Тăван тавралăха, çут çанталăка юратасси те ан çухалтăр. Авалтан пыракан йăла-йĕрке малалла тăсăлтăр. Çаксем пирĕн обществăлла ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем,– тет Д. Салахова.

Декорацисем хатĕрлеме те, сцена çине тухмалли тумсем çĕлеттерме те айккинчен кĕрекен кĕмĕл çук. Çĕнĕ çул умĕнхи концертран кĕнĕ укçапа шкулти акт залне юсама палăртнă.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика