АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă поэтăмăра сума сăватпăр

07 марта 2013 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал çиччĕмĕш хут пуçтарăнтăмăр Çĕньял шкулне тĕнчипе паллă Геннадий Айхи поэта сума суса унăн сăввисене вуласа киленме, кун-çулĕпе, музейпа паллашма.

“Айхи вулавĕсем” çулсерен вăйланса, аталанса пырать. Çакна конкурса хутшăнакансен йышĕ ÿсни, ачасен пултарулăхĕпе хастарлăхĕ, кăмăл-туйăмĕ вăйланни те çирĕплетет.

Хальхинче те поэтăн тăван ялне, ун ячĕпех хисепленекен шкула Шупашкартан сумлă, кĕтнĕ хăнасем килсе çитни пултарулăх каçне пуянлатрĕ, чăваш телевиденийĕпе ÿкерни те ачасене хавхалантарчĕ.

Геннадий Николаевич йăмăкĕ Ева Лисина писатель, чăваш наци музейĕн сотрудникĕ Надежда Селивестрова, Марина Карягина поэтесса – конкурсăн сумлă жюри членĕсем – ачасене ăшă сăмахсем каласа хăват кĕртнĕнех туйăнчĕ.

Мероприяти акт залĕнче илемлĕ юрăсемпе уçăлчĕ. Ачасем хăйсен ентешĕн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Уява шкул директорĕ М. Мадюкова йĕркелесе ертсе пычĕ. Конкурса 17 шкултан 100 ытла ача хутшăнчĕ. 3-11 классенче вĕренекенсем виçĕ номинацире тупăшрĕç: “Айхи сăввисем”, “Айхи куçарăвĕсем”, “Автор сăввисем”.

Юлашки çулсенче унта ют чĕлхе вĕрентекенĕсем те питĕ хастар хутшăнаççĕ. Ачасем акăлчанла, нимĕçле Айхи куçарăвĕсене илемлĕн шăрантарчĕç. Тĕрлĕ кĕвĕпе презентаци урлă калас шухăша итлекен патне илсе çитерме пултарчĕç.

“Автор сăввисем” номинацире вĕренекенсем хăйсем çырнă хайлавĕсене хавхаланса вуларĕç. Жюри членĕсем çитĕнекен ăру хатĕрленĕ “Сăвă кĕнекисемпе” паллашрĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç. Вулакансен шучĕ çав тери нумайран, çавăн пекех питĕ ăста иккенне шута илсе призерсем те йышлăн пулчĕç. Çапах та çĕнтерÿçĕсене палăртма питех те кăмăллă: Е. Шурякова, Е. Краснова, Д. Викто-ров (Первомайски шкулĕ), Л. Мешкова, С. Степанова (Пăлапуç Пашьел), К. Иванова (Аслă Чемен), Н. Кошкина (Нăрваш Шăхаль), Е. Ершова (Çĕньял) чи пултаруллисен шутĕнче. Мероприяти Г. Айхи вил тăпри умĕнче пуç тайнипе вĕçленчĕ.

С. КУЛАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика