АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшшипе, тулли кăмăлпа

07 марта 2013 г.

Пурте пĕрлех пурнăçăн – савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те. Тÿп-тÿрĕ те тикĕс çулпа куçмасть ун урапи. Кашни çыннăн тĕрлĕрен, хăйне евĕр вăл. Елена Михайловнан та кулянмалли пайтах пулнă. Анчах хуçăлса ÿкмен, кирек мĕне те чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ.

Лена Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă. Михаил Алексеевичпа Елена Трофимовна Наумовсен 3 ывăлпа 3 хĕр пулнă. Лена – çемьере иккĕмĕш. Надя аппăшĕпе иккĕшĕн çумне куршанак ир çыпăçнă. Амăшĕпе пĕрле выльăх-чĕрлĕх пăхнă, çум çумланă, йăмăкĕпе шăллĕсене ас тунă. Кăшт ÿссе вăй-хал кĕрсенех, колхоз хирне утнă, пай çинче ĕçленĕ.

Сакăр класс вĕренсе пĕтерсен, ыттисем пек телей шыраса таçта-таçта çитме шутламарĕ вăл. Ăна вырăнтах, хĕрÿ ĕçре тупма ĕмĕтленчĕ. Пĕр вăхăт бригада кантурĕнче тирпейлекен пулса ĕçленĕ хыççăн ăна фермăна кайма сĕн-нĕ.

Ĕне сăвасси çăмăл ĕç мар. Вунпĕр выльăх çи-рĕплетсе пачĕç. Пĕрре ларса çавăн чухлĕ сума тÿсĕм кирлĕ. Кашни 10-15 килограмм ытларах парсан та чĕччисене миçе пин хут чăмăртамалла. Вăл кăна-и-ха! Апатне валеçмелле, тислĕкне тасатмалла... Хăнăхман пÿрнесем каçа кашăк тытаймиех пулаççĕ. Ку çеç те мар! Ир тăмалла, ĕнесене 4-5 сехетрех сумалла. Чĕреслетсе çумăр çусан та, шартлама сивĕре те, кĕрхи пылчăкра та вăхăтра çитмеллех.

Çамрăк хĕре юнашар ĕçлекен Вера Чумеринапа Зинаида Арланова пăрахмарĕç: канашпа та, ĕçпе те пулăшса пычĕç, вĕрентрĕç. Çавна пулах Лена та ĕçе хăнăхрĕ, кĕçех ыттисемпе танлашрĕ. Йышлăн ĕçлетчĕç ун чух фермăра, темиçе ушкăнччĕ. Юрла-юрла ĕне сăватчĕç, чуна çĕклентерсе яратчĕç.

– Ĕçлеме хаваслăччĕ. Ывăннине те манаттăмăр. Пушаннă хыççăн та тепĕр чухне киле каяс килместчĕ. Нумайрах сĕт сăвас килетчĕ. Уявсене те общежитинче паллă тăваттăмăр, парнесемпе, Хисеп хучĕсемпе чыслатчĕç,– çав вăхăтсене ăшшăн аса илет Елена Михайловна.

Çăмăллине шыраман матур хĕрарăм. В. Марковпа çемье чăмăртасан та, виçĕ ачаллă пулсан та фермăран кайман вăл, “ах, ку килĕшмест мана, кунта йывăр” тесе тăман. Мĕн хушнине яланах тунă. 1983 çулта сысна ферминче çын кирлĕ пулнă – унта кайнă. Перасковья Антиповапа иккĕшĕ вăй хунă кунта. Шывне тарасаллă пусăран кăларса йăтнă.

90-100 килограма çитериччен пăхнă вĕсем сыснасене. Унтан патшалăха ăсатнă. Талăкра кашнийĕ 500-шер грамм хушăнса пынă.

Тăватă çултан Е. Маркована каллех ĕне фермине куçарнă. Тата 4 çул вăй хунă кунта. Каллех пысăк сăвăмшăн, сывă пăрусем ÿстерессишĕн тимленĕ.

Ĕçне кура – хисепĕ. Нумай хутчен хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Тÿлевсĕр путевкăпа хуласене экскурсине те янă.

22 çул выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçленĕ хыççăн, аллисем шыçăнса тăма пуçласан, Е. Маркована врачсем çăмăлрах ĕçе куçма сĕннĕ. Çапла вăл Козловка – Пăлаккассинчи фельдшер пунктĕнче тирпейлÿçĕре ĕçлеме тытăннă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен 18 çул вăй хунă кунта.

Хуçа епле пурăнни алăк урати урлă каçсанах паллă, теççĕ. Елена Михайловнан кирпĕчрен купаланă çуртĕнче питĕ хăтлă. Владимир Алексеевич мăшăрĕпе тĕп килтен уйрăлса тухса çавăрнăччĕ кил-çурта. Шел, çывăх çынни чире пула çамрăклах çĕре кĕчĕ, 39 çултах тăлăх арăм пулса юлчĕ. 3 ачине пĕчченех ура çине тăратса пурнăç çулĕ çине кăларма тиврĕ. Асли, Сергей – строитель, çемьеллĕ. Иккĕмĕш ача кĕтеççĕ. Евгений Шупашкарти финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă, авланман-ха. Кĕçĕнни – Полина повара вĕреннĕ, кÿршех качча тухнă.

Елена Михайловна килте ывăлĕпе пурăнать. Выльăх-чĕрлĕхĕ йышлă, çĕрпе те ĕçлеççĕ. Çулленех кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан-севок акса çитĕнтерсе тупăш кураççĕ.

Хăй пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панине итлетĕн те, пуçран пĕр шухăш тухмасть: ăçтан вăй-хал, чăтăмлăх çитерет-ха çак çиелтен пăхсан ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман хĕрарăм;

В. МАЛЬЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика