АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫРАВçĂСЕМ ВУЛАКАНСЕМ ПАТĕНЧЕ

07 марта 2013 г.

“Литературăллă Чăваш Ен. 2011 çулхи чи лайăх вуланакан кĕнеке” конкурс пыни çинчен пĕлетпĕр ĕнтĕ. Тишкерĕве тĕрлĕ авторăн 151 кĕнекине тăратнă. Вăл шутра пирĕн ентешсен те пур. Кашнийĕ çыравçă ĕçĕнче тарăн тымар янă.

Николай Исмуковăн, Марина Карягинан, Ева Лисинан, Раиса Сарпин, Юлия Силэмĕн, Альбина Юратун, Юхма Мишшин тарăн шухăшлă, вулакана тыткăнлакан сăвви-калавĕпе паллашсах тăратпăр. Вĕсем кун-çул уттипе пырса кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплаççĕ. Ку хутĕнче вара çыравçăсен 2011 çулхи ĕçĕсене пахаламалла. Çавна май авторсем хăйсем те вулакансемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. Черетлĕ курнăçу районти тĕп библиотекăра пулчĕ. Раиса Сарпипе Альбина Юрату вулавăш коллективĕпе тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Кунта Альбина Васильевна хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, юлашкинчен кăларнă кĕнекисене кăтартрĕ. “Алфавитне” автор ачасене халалланă. Унта тăван çĕр-шыва, атте-аннене юратма вĕрентекен ытарлă сăвăсене вырнаçтарнă.

Аппăшĕ – Раиса Сарпи – калаçăва хăйĕн пĕрремĕш сăввине вуланинчен пуçларĕ. Ăна вăл Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулăн 7 класĕнче вĕреннĕ чухне çырнă. Паянхи кун та илемлĕн янăрать Пăла юхан шывĕ çинчен хывнă хайлав. Унтанпа 2000 ытла та çырăннă пуль. Раиса Васильевнан çĕр çинче çитмен кĕтесĕ сахал. Тĕрлĕ халăх çыравçисемпе тачă çыхăнура вăл. Куçару ĕçĕпе те тимлет.

Шкулта вĕренекенсем ентешсен кĕнекисене туянчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика