АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ СĂНАРНЕ МАНМАСТПĂР

07 марта 2013 г.

Чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ (Василий Егорович Митта) чăваш литературинче çирĕммĕш çулсенче ĕçлеме тытăннă. Мартăн 5-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Унăн пултарулăх хĕлхемĕпе шăранса тухнă сăввисемпе поэмисем, калавĕсемпе очеркĕсем Чăваш патшалăх пичет архивĕнче питĕ тирпейлĕн упранаççĕ, паян кун та тĕпчевçĕсене шухăшлаттараççĕ, çамрăксене ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентеççĕ, вулакансен чĕринче ырă туйăм çуратаççĕ.

Поэтăн пĕрремĕш сăвви “Ахăр, пулать çуркунне” 1942 çулта “Сунтал” журналăн 2-3-мĕш номерĕсенче пичетленсе тухнă. Каярахпа “Çуралнă çĕр-шывра”, “Çамрăк тăвана”, “Тупа”, “Утă çинчи ир”, “Çамрăк сăвăçсене”, “Тăван çĕр-шыв”, “Каникулра”, “Паян эпĕ хĕпĕр-терĕм”, “Çурхи кăмăл”, “Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ” сăввисем кун-çути курнă. Вĕсенче поэт совет çамрăкĕсен çутă ĕмĕтне, çĕнĕ пурнăç тунă çĕрте вĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине, наука ни-кĕсĕсене алла илес тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнине сăнласа кăтартнă. Ялта колхоз юхăмĕ çĕнтерни çинчен çырнă “Çĕр чĕлхи” (Хулăм сас) поэми тата “Атăл çинче”, “Кĕреке юрри”, “Акатуй каччисем”, “Октябрь тантăшĕ”, “Чăваш комсомолĕ” сăввисем Митта Ваçлейĕн 30-мĕш çулсенче çырнă паллăрах произведенийĕсем шутланаççĕ. Вĕсенче сăвăç совет халăхĕн пирвайхи пилĕкçуллăхсен вăхăтĕнчи паттăр та мухтавлă ĕçĕ, иксĕлми хастарлăхĕ çинчен çырса кăтартнă.

1932 çулта çамрăк çыравçăн “Кăмăл” ятпа сăвăсен кĕнеки пичетленсе тухнă. Ку кĕнекене пысăккисем те, пĕчĕккисем те хапăл туса йышăннă. Хăйĕн хайлавĕсенче автор тăван литературăна юратмалли çинчен вĕрентсе çырнă, ачасене пурнăç çулĕ çине тăма ăс панă.

Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленĕ. Унăн “Хисеплĕ вилĕм”, “Чĕлĕм Мĕкĕти”, “Лав хыççăн лав”, “Кăçалхи калăм”, “Мур”, “Ватти”, “Мамăк утравĕ”, “Çамрăкки” тăван литературăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.

В. Митта ăста куçаруçă та пулнă. Вăл А. Пушкинăн “Борис Годунов” трагедийĕпе “Пĕлÿçĕ Олег çинчен хунă юррине”, М. Горькин “Фома Гордеев”, Н. Островскин “Тăвăлпа çуралнисем” романĕсене, В. Овечкин очеркĕсене, Г. Гейне, М. Джалиль, А. Куанбаев, С. Кудаш, Ш. Муддарис сăввисене чăвашла куçарса халăх патне çитернĕ.

Митта Ваçлейĕн иксĕлми пултарулăхне ытти паллă çыравçăсем пысăка хурса çапла хакланă:

“Поэтăмăр тăван сăмахăн тутине пĕлсе, ăна перекетлĕн тыткаласа ĕçлетчĕ. Унăн çырса пĕтереймен “Тайăр” поэма сыпăкĕсем, “Авалхи садăмра”, “Тав сана!”, “Пит маттур-çке Иванов бульварĕ..” тата ытти сăввисем юлашки вăхăтри темăна тĕрлĕ шупка сăвă-юрă çинче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш – акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче...”. (П. Хусанкай).

“Митта Ваçлейĕ хăйне евĕр сăвăç, хăйне евĕр çын, хăйне евĕр шухăшлавçă, хăйне евĕр сăмах ăсти пулнă. Вăл сăвă çыракан мар, вăл чăн-чăн сăвăç, тивĕçлипе паян кунччен те хаклайман пысăк поэт пулнă. Сăвă унăн ĕçĕ мар, унăн сывлăшĕ, унăн пурнăçĕ, унăн чĕре таппи пулнă. Вăл çырмасăр пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен виçесĕр пысăк пултарулăх ăна самантлăха та канăç паман”. (Волков Г. Н.)

“Митта Ваçлейĕн статйисене те, çырăвĕсене те каçса кайсах вула-тăн, пĕр пушă сăмах та тупаймастăн унта”. (Н. Исмуков).

Чăваш чунлă сăвăç нумай пурăнайман. Унăн ĕмĕрĕ 49 тултарсан 1957 çулта татăлнă. Митта Ваçлейĕн ячĕ, вăл çырса хăварнă произведенисем нихăçан та пирĕн тăван халăх асĕнчен каймĕç.

Е. АРЛАНОВА,

пичет архивĕн

пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика