07 марта 2013 г.
Сăввусенче тăван сăмах сĕткенĕ,
Çулсен чуппи хавшатмĕ вĕсене.
Чăваш чĕлхи вăйне эс пит ĕненнĕ,
Хаяр, тискер тăманлă каçсенче.
Ыр кăмăлпа юлать сăпайлă халăх,
Юррусене санпа халь мухтанса.
Паян Митта çамрăккисемшĕн палăк,
Яту пуриншĕн тăрĕ çуталса.
Анчах та самана пушши пит йывăр,
Вăл шеллемен сана вăхăтĕнче.
Ун пек чухне пулать тĕнче пит тăвăр,
Кунсем иртсессĕн шав тĕрмесенче.
Ытарайми çут Атăл, Пăла шывĕ...
Мĕн чуль илем эс курнă вĕсенче!
Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр пулĕ,
Вăл пулă пек типет пĕррехинче.
Чăнах та, кам ĕненнĕ, кам шутланă
Яш ĕмĕр чи хакли çак çĕр çинче;
Ват еннелле çÿç пĕрчисем шуралнă,
Çак йĕркесем каллех чун тĕпĕнче.
Сан сăввусем шарланă пек кĕрлеççĕ,
Хăлат пекех вĕçеççĕ тÿпере.
Пулас ăрушăн та вĕсем сÿнмеççĕ,
Йыхравлă чан пек янрĕç чĕрере.
Людмила Сорокина
(Пурлушкина).