АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавракурăмне аталантарать

07 марта 2013 г.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта пĕр эрнере умлă-хыçлах икĕ фестиваль иртрĕ. Малтанхинче районти хастар вĕрентекенсем вырăс чĕлхипе литература предмечĕн кунне пухăнчĕç. Вĕсем хыççăн вара физикăпа математикăна кăмăллакансем ăмăрту йĕркелерĕç. Унта пирĕн шкултан çеç 6 учитель хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ, çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерчĕ. Турханти, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Шăнкăртамри пĕлÿ çурчĕсенчен икшерĕн-виçшерĕн уçă уроксем ирттерчĕç. Районти вуннăмĕш фестивале 21 педагог хутшăнчĕ.

Асăннă мероприятинче пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай. Тавракурăма та аталантарма пулăшать, кашнийĕ хăйĕн чи лайăх мелĕпе паллаштарать. Професси ăсталăхне ÿстересси, малта пыракансен опытне сарасси – тĕп вырăнта. Финала вара тивĕçлисем тухаççĕ. Комисси хаклавĕ тăрăх Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Падисова “Чи лайăх урок методики”, Шăнкăртамри Ф. Халитова “Класс тулашĕнчи чи лайăх мероприяти”, Турханти А. Ефимовапа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Э. Сейфуллина “Чи лайăх математика урокĕсем”, иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Чумерин “Чи лайăх физика урокĕ” номинацисенче çĕнтерчĕç.

А. СЕЛИВАНОВА,

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ,

методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика