07 марта 2013 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем çарпа спорт ăмăртăвĕсен уйăхлăхне çулленех хастар хутшăнаççĕ. Ун чухне тĕрлĕ ăмăрту, тĕл пулу, конкурс, викторина иртет. Йĕлтĕрпе чупассипе эстафетăра ăмăртни нумайлăха асра юлĕ. Финиш йĕрне 10 “е” классем касрĕç. 2,3-мĕш вырăнсене 9 “б” тата 11 “г” классем пайларĕç. Районта ирттерме палăртнă полиатлон ăмăртăвне хатĕрленсе сывлăш вăйĕпе перекен пăшалпа тупăшу йĕркелерĕмĕр. Очко çумне очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна Ю. Ялуков тухрĕ, “Лайăх тĕл перекен” ята тивĕçрĕ, куçса çÿрекен кубока илме пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсенче – А. Смирновпа А. Мулюков. Хĕрачасем хушшинче те çивĕч кĕрешÿ пычĕ. А. Калмыкова, А. Артемьева, А. Аппакова малтисем пулчĕç.
“Айтăр-ха, каччăсемпе хĕрсем” конкурссем те илĕртÿллĕ иртрĕç. Кунта ачасем тĕрлĕ этап витĕр тухрĕç. Вĕрентÿ пăшалне сÿтсе пуçтарма, вĕрен тăрăх хăпарма, тĕл пеме, çĕр улми, сухан шуратма пултарчĕç. Малти вырăна А. Смирнов (9 “б”), С. Быков (9 “а”), Д. Семенов (10 “е”) тухрĕç.
Патриотла юрăсен конкурсĕ те тыткăна илчĕ. Кунта класс ертÿçисем ачасемпе тачă çыхăнса ĕçлени курăнчĕ. Мала 8 “а”, 6 “б”, иккĕмĕшне 5 классем йышăнчĕç.
Районти ДОСААФ територийĕнче Афган вăрçисен канашĕн ертÿçипе Ф. Сулеймановпа тĕл пулу йĕркелĕмĕр. Ачасем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илчĕç. Афганистанран совет çарĕсене илсе тухнă кун ячĕпе ирттернĕ митинг та ачасене воспитани парас ĕçре витĕм кÿчĕ. Пуç хунă салтаксене асăнса пĕр самант шăп тăтăмăр.
Уйăхлăхра 14 мероприятие 300 ытла вĕренекен хутшăнчĕ.
В. АНТИПОВ.