02 марта 2013 г.
Хăй тĕллĕн çÿрекен тата ытти машинăсене тĕрĕслесе тăракан инспекци кăларнă хушупа килĕшÿллĕн районта, январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 25-мĕшĕччен, “Снегоход” профилактика операци иртрĕ. Çак тапхăрта мотохатĕрсем техника хăрушсăрлăхне тата çул çинче йĕркене пăхăннине, çÿретме ирĕк пуррипе çуккине, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, техникăна регистрациленипе эксплуатациленине тĕрĕсленĕ.
Паяна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 5 снегоход, 2 квадроцикл пур. Операци вăхăтĕнче çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕрле тăватă хутчен рейд ирттернĕ, пур мотохатĕре тата тĕрлĕ модификациллĕ 15 трактора тĕрĕсленĕ. Уйăхлăхра 10 хурçă “ута” (иккĕшĕ вĕр-çĕнĕ МТЗ), юрпа çÿрекен икĕ тата шурлăх тăрăх та пыракан пĕр техникăна регистрациленĕ. Çавăн пекех 6 трактора шутран кăларнă, хĕлле çеç усă куракан тата икĕ транспорт валли документсем хатĕрлеççĕ. Пилĕк мотохатĕр патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, тăватă водителе штрафлама тивнĕ.
(Хамăр корр.)