АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ тÿлевсĕр

02 марта 2013 г.

ЧР Патшалăх Канашĕн 11-мĕш сессийĕнче ку ыйтупа çивĕч тавлашу пулнине кура республикăн вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов журналистсемпе ятарласа курнăçнă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассине малашне те тÿлевсĕр пулассине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

– Саккунсене çĕнетесси – чĕрĕ процесс, – тенĕ Владимир Николаевич, – вăхăт иртнĕ май саккунсене улшăнусем кĕртме тивет – йĕркеллĕ пулăм. Тепĕр енчен, эпир федераци патшалăхĕнче пурăнатпăр, çавна май республика нормисемпе саккунĕсем РФ саккунĕсемпе çураçуллă пулмалла.

ЧР Конституцине РФ Тĕп саккунĕпе килĕшÿллĕн тăвассине депутатсем шавлă сÿтсе явнă, çакă ыйту пирĕн граждансемшĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлине кăтартать.

Раççейĕн вĕренÿ çинчен калакан çĕнĕ саккунĕнче граждансене пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассине виçĕ сыпăка уйăрнă: пĕтĕмĕшле пуçламăш пĕлÿ парасси – 1- 4-мĕш классем, пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ парасси – 5-9-мĕш классем, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парасси – 10-11-мĕш классем. Раççей Федерацийĕн çĕнĕ “Вĕренÿ çинчен” саккунĕн 5-мĕш статйинче граждансем арçын е хĕрарăм, хăш раса çынни пулнине, ыттине пăхмасăр пĕ-тĕмĕшле пĕлÿ илме пултарнине, кашни сыпăкри вĕренÿ тÿлевсĕррине çирĕплетнĕ. Çак саккунăн тĕп пайĕсем кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ, хăш-пĕр статья – çитес çултан.

Çавăнпа та пирĕн граждансен пĕтĕмĕшле пĕлÿ илессине тÿлевлĕ е тÿлевсĕр пуласси пирки пăшăрханма кирлĕ мар. Саккун шантарать: пĕлÿ илесси вĕренĕвĕн мĕн пур сыпăкĕнче тÿлевсĕр.

Н. ДМИТРИЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика