АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх туйăмĕсем аталанаççĕ

02 марта 2013 г.

Кулленхи калаçура хальхи çамрăк ăрăва унчченхипе танлаштарнине час-часах илтме пулать. Самани пĕр вырăнта тăмасть те – уйрăмлăхĕсем, паллах, пур. Ку чухнехи ачасем пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупайманни, ыр кăмăллăх, туслăх туйăмĕ аталанса çитейменни шухăшлаттарать. Çак пулăма эпĕ ачасем пĕчченлĕхре ÿснипе çыхăнтаратăп. Чăнах та, чылай çемьере хĕр ача е арçын ача çеç çитĕнет. Тепĕр ачине нумай çултан çеç “туянатпăр”. Ку пепке те урамра ытти ачасемпе выляс вырăнне юлташа компьютера суйласа илет. Электрон вăрçă вăййисем вара пачах та ырра вĕрентмеççĕ.

Тепĕр сăлтавĕ – аслисем хушшинчи çынлăхсăра курса ÿсни.

Ачасене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма мĕнле вĕрентмелле-ха; Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти драма кружокĕ шăпах çак ыйтăва тĕпе хума тăрăшать те ĕнтĕ. Унта 19 ача çÿрет. Ку вĕренÿ çулĕнче эпир “Ванюшка и царевна”, “Сказка о мертвой царевне и о семи богатырях”, “Снежная королева” юмахсем лартрăмăр. Хамăр пултарулăха садикра та, шкулта та, клубра та кăтартрăмăр. Театр эрнинче аслă классенчи ачасем Фонвизинăн “Недоросль”, Чеховăн “Свадьба”, “Хамелеон” пайĕсене вылярĕç. А. Океанова, Д. Мыльникова, Н. Бородова, В. Васильева, С. Казакова тата ыттисем те уйрăмах палăрчĕç. А. Тарасова С. Михалкова халалланă районти сăвăçсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Кружока çÿрени ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать. Вĕсем сăнарсене калăплама, илемлĕ калаçма вĕренеççĕ. Ман шутпа вара чи пахи – ĕçе килĕштерсе, пĕр шухăшлă пулса пуçăнмаллине ăнланса илни. Çакăн чухне аталанмаççĕ-и-ха туслăх туйăмĕсем;

Л. КАЗАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика