02 марта 2013 г.
Мĕн тери лайăх студент вăхăчĕ! Кашни кун хăвна валли çĕнни илетĕн, пĕлмен япаласене пĕлме тăрăшатăн. Анчах темле илемлĕ пулсан та çак вăхăт хăвăрт иртет. Хальхи пек ас тăватăп, тин çеç Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. Тăваттăмĕш çул Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори факультетĕнче пĕлÿ пухатăп.
Шкул хыççăн истори учителĕ пулма ытларах чун туртрĕ. Аслă пĕлÿ илме темле йывăр пулсан та ÿкĕнĕçĕм çук. Мĕншĕн тесен, эпĕ студент пурнăçне интереслĕ ирттерме тăрăшатăп. Çавăнпа пĕрремĕш курсранах тĕрлĕ мероприятине, наукăпа практика конференцийĕсене, олимпиадăсене çÿретĕп, малалла аталанатăп. Унсăр пуçне хамăр факультетри студентсен наука пĕрлешĕвне тата хăрушсăрлăх служба ушкăнне хутшăнатăп.
Пирĕн университетра хастар, пултаруллă ачасене хавхалантараççĕ. Акă, эпĕ те вĕренÿре ĕлкĕрсе пынишĕн тата мероприятисене явăçнăшăн темиçе тĕрлĕ чыса тивĕçлĕ пултăм: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕ, пиллĕк паллăсемпе ĕлкĕрсе пынишĕн тата ректорăн хушма стипендийĕ.
Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пурĕ 13 факультет. Вĕсенче 40 ытла професси алла илме пулать.
Паян-ыран шкултан вĕренсе тухакан каччăсемпе хĕрсене хăйсене килĕшекен профессие тĕплĕн шырама сунасшăн эпĕ. Тата шкул вăхăтĕнчи юлашки уйăхсенче тăрăшса хатĕрленсе лайăх паллăсемпе экзаменсем тытма сĕнетĕп.
Ю. ВЫРОСОВ.