АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кăмăллă иртрĕ

02 марта 2013 г.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕнче Çĕньялта çулленех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ йĕркелеççĕ. Хăшĕсем унта хăйсем хутшăнаççĕ. Ытларахăшĕ юлташĕсене хавхалантарма килет. Ăмăртусене ял тăрăх администрацийĕ пуçарнипе ирттереççĕ. Кăçалхи спорт вăййисене 80 çын ытла явăçрĕ. Вĕсем шашкăлла, теннисла, волейболла вылярĕç, винтовкăран печĕç. Уйрăмах куракансене шашистсем тыткăнларĕç. Кунта Макаровсем çеç улттăн хутшăнчĕç. Вăйăра пĕрремĕш вырăна Ю. Антонов, иккĕмĕшне Н. Макаров, виççĕмĕшне Г. Нягин çĕнсе илчĕç.

Винтовкăран тĕл перессипе мала С. Ухварин, иккĕмĕшне Д. Нестеров, виççĕмĕшне М. Вазюков, сĕтел çинче теннисла выляса пĕрремĕш вырăна М. Мурзуков, иккĕмĕшне В. Сердюков, виççĕмĕшне С. Шакин тухрĕç.

Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене чыс кÿме культурăпа кану центрĕн директорĕ А. Павлов та хутшăнчĕ.

В. МАКАРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика