02 марта 2013 г.
Районта çамрăксен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ “Пултаруллă тата маттур çамрăксене пулăшасси” темăпа иртрĕ. Ун чухне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ паракан стипендие тивĕçнисене свидетельствăсем пачĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 23 яшпа хĕре вĕренÿре, наукăра, творчествăра, ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн кăçал ятарлă укçа килсе тăрĕ. Пĕлтĕр ăна 22ĕн, 2007 çултанпа пурĕ 99ăн илнĕ.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунне район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов хутшăнчĕ. Вăл район аталанăвĕпе, вĕрентÿ системинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, малалла ăнтăлакан каччăсемпе пикесене саламларĕ. Пĕрин хыççăн тепри тухрĕç хаклă хута илме. Çавăн пекех вĕрентÿ пайĕн çамрăксемпе тимлекен центрĕн директорĕ А. Адикина та ăшă сăмахсем каларĕ.
Пирĕн тăрăхра тăрăшуллă çынсем чăннипех те нумай. Акă, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕнчи Çамрăксен координаци канашĕн председателĕ А. Ильина ку хисепе иккĕмĕш хут çĕнсе илчĕ. Алманчăри вăтам шкулта вĕренекен К. Горбунова вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕн икĕ стипендине – пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн тата вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн, пысăк кăтартусем тунăшăн – тивĕçнĕ.
Малалла стипендиатсем сăмах тухса каларĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхне, район администраци пуçлăхне çамрăксене шаннăшăн, тĕрев панăшăн, пулăшса пынăшăн тав турĕç.
– Яш-кĕрĕм хушшинче хастаррисем, талантлисем нумай. Вĕсене кирлĕ пĕлÿ илме, пултарулăхĕсене халăх умне кăларма çеç пулăшмалла. Эпир хамăр тĕслĕхпе ыттисене те мероприятисене явăçтарма, хавхалантарма тăрăшатпăр... Пирĕн çĕр-шыв пуласлăхĕ çамрăксен аллинче. Тивĕçлĕ пĕлÿ илсе района, республикăна аталантарассишĕн тăрăшса ĕçлĕпĕр, – терĕç вĕсем.
Информаци кунĕн иккĕмĕш пайĕнче Çамрăксен координаци канашĕн председателĕ А. Ильина иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Унтан пурне те хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.
А. АНТОНОВА,
çамрăксемпе ĕçлекен центр методисчĕ.