АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурăмпуçпа тăракан шурă ăкăр çинĕ

02 марта 2013 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе кооперативсене отчетпа суйлав пухăвĕсем пыраççĕ. Нумай пулмасть çеç Нăрваш Шăхалĕнчи “Труд” хуçалăхра та иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç, 2012 çулхи кăтартусемпе Н. Михайлов ертÿçĕ паллаштарчĕ. Кунта 802 гектар тыр-пул, 122 гектар çĕр улми, 70 гектар сахăр кăшманĕ çитĕнтернĕ. Çавăн пекех нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксем те пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Çур акинче 1 тата 2 класлă (репродукциллĕ) вăрлăхсемпе усă курнă. Яваплă тапхăр умĕн механизаторсен тата ыттисен сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ. Техникăна юсаса хатĕррисен ретне тăратнă. Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Ĕçе кал-кал пыма чăрмантармалли нимĕнле сăлтав та çук пек туйăнать. Анчах çĕр пĕр пек пиçменрен лаптăксене суйла-суйла акма тивнĕ. Специалистсемпе бригадирсем опытлă механизаторсемпе пĕрле канашласа уйсене кашни сехетре сăнаса тăрассине йĕркеленĕрен акана вăхăтра ирттернĕ. Хăш-пĕр уйри кĕрхи культурăсен тымарĕсем чирлĕ пулнăран пăсса вика вăрлăхне никĕсе хывма тивнĕ.

Тĕш тырă тухăçĕ 26 центнер. Унăн хăй хаклăхĕ пĕр центнер пуçне 395,5 тен-кĕпе танлашнă. Çĕр улмин те тухăçĕ пĕчĕк мар: 219 центнер.

– Комбайнсем кивелнĕ, час-часах çĕмрĕлеççĕ, юсавра лараççĕ. Лизингпа е çăмăллатнă кредитпа хăватлă техника туянасси пирки шухăшламалла, – терĕ Николай Петрович пухура.

Хуçалăхра кашни отрасль пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çакна шута хурса выльăх-чĕрлĕх патне те тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕне-выльăх 362 пуç, унтан сăвăнаканни – 170. Кашни ĕнерен 4009 килограмм сĕт сунă, 100 пуçран 77 пăру илнĕ. Самăртма хупнă выльăхсем талăкра 575 грамм ÿт хушаççĕ. Кăтартусене лайăх теме çук. Çакă çамрăк пăрусен вилеслĕхĕ пысăк пулнипе çыхăннă. Ытти енĕпе тăкак курнă пулсан та сăвăмпа хуçалăх кассине 250 пин тенкĕ ытла тупăш кĕнĕ. Малашне сĕт суса илессипе тата та лайăхрах тимлес тĕллевпе ăратлă 44 пушмак туяннă.

Сысна ферми маларахри вăхăтра ăнăçлă ĕçленĕ. Юлашки çулсенче вара çулталăка тăкакпа вĕçлет. Кун сăлтавĕ – продуктивлăх пĕчĕкки, какай хакĕ палăрмаллах чакни.

“Труд” хуçалăха 2012 çулта 22194 пин тенкĕ укçа кĕнĕ, таса тупăш 561 пин тенкĕпе танлашать, рентабельлĕх 2 процент.

– Çитменлĕхсене пĕтересси, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртесси пирĕн тĕп тĕллев пулмалла. Куллен рынок условийĕсенче хуçалăха тупăшлă ĕçлеттермелли майсем шырамалла, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Николай Петрович.

Малалла Г. Митрофанов тĕп инженер техника паркĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Автомашинăпа тракторсем тата ытти агрегатсем кивелсе пынине, çунтармалли-сĕрмелли материала нумай тăкакланине каларĕ, çавна май хăшĕ-пĕрне шутран кăларас ыйтăва хускатрĕ.

Г. Васильев тĕп зоотехник ăратлăх ыйтăвĕпе малалла та ĕçлемеллине, технологине çирĕп пăхăнмаллине каларĕ, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра туса тăнине, пăру илесси лайăхлана пуçланине пĕлтерчĕ.

Кăçал мĕн акасси, лартасси, хăш отрасльтен мĕн чухлĕ тупăш кĕртме палăртни пирки, урăхла каласан, отчетпа финанс планĕпе, хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ Г. Григорьева тухса калаçрĕ. Ăна тÿрех çирĕплетсе хăварчĕç.

“Труд” хуçалăхри пухăва районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефи-мов хутшăнчĕ. Вăл район пурнăçĕпе паллаштарчĕ, малашне тата та ăнăçлăрах вăй хума сунчĕ.

Паян ял хуçалăх предприятийĕсене аталанса пыма çăмăл мар. Туса илекен продукци йÿнĕпе сутăнни, çунтармалли-сĕрмелли материалсен, техникăн хакĕ çуллен пысăкланса пыни йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Апла пулин те Нăрваш Шăхальсем пуçа усмаççĕ, малалла талпăнма тăрăшаççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика