02 марта 2013 г.
Йăлана кĕнĕ ăмăрту Кĕçĕн Арапуçĕнче 18-мĕш хут иртрĕ. Çак ялта çуралса ÿснĕ Виталий Иванович Маркиданов ачаранах йĕлтĕрпе ярăнма юратнă. “Аслă Арапуçĕнче 8-10 классенче вĕреннĕ вăхăтра вăл çăпатапа шкул ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ”,– каласа парать пĕрле вĕреннĕ Виктор Селиванов ĕç ветеранĕ. Вара ăна çав кунах сăран пушмаклă йĕлтĕр параççĕ иккен. Ача савăннипе тата вăйлăрах çÿре пуçлать, мĕн вĕренсе пĕтериччен те пĕрремĕш вырăна никама та памасть. Салтакра та вăл йĕлтĕр спортне пăрахман. Унта та малтисен ретне тăрса çитĕнÿ туса маçтăр кандидачĕн нормине пурнăçлать. Каярахпа республикăри ăмăртусенче Виталий Иванович хăйне пултаруллă йĕлтĕрçĕ иккенне çирĕплетсе парать, чемпион ятне тивĕçет.
Ăмăрту судйи Н. Паймуллин командăсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма хатĕрри çинчен пĕлтерсен тупăшу пуçланчĕ. Старта чи малтанах пĕрремĕш классенче вĕренекенсем тăчĕç. Мала Д. Краснов, В. Маркиданов, А. Базманкин талпăнчĕç. Мĕн дистанци вĕçне çитичченех вĕсем пĕр-пĕринпе тупăшса пычĕç, финиша та çакăн пекех çитрĕç. Иккĕмĕш классенче вĕренекенсенчен Д. Иванкинпа К. Тарасова пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. 3-4 классенчен Н. Сорокинапа К. Краснов малта пулчĕç.
Малалла старта аслăрах йĕлтĕрçĕсем тухрĕç. Кунта финиша Первомайски шкулĕнчи А. Чашкин малтан çитрĕ. Хĕрачасенчен чи пултарулли Л. Матюшкина (Аслă Чемен) пулчĕ.
8-9 классенче вĕренекенсем эстафета ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăна Аслă Чементи, иккĕмĕшне Первомайскинчи, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç. Этапсенче А. Кадушкин, В. Иванов чи лайăх вăхăт кăтартрĕç. Хĕрачасенчен вара чи пултаруллисем Н. Никитина, М. Матюшкина пулчĕç.
Вăтам шкулсен командисем хушшинче те çивĕч тупăшу пычĕ. Финиш йĕрне Аслă Чеменсем касрĕç. Вĕсем хыççăн Нăрваш Шăхальсемпе Первомайскисем çитрĕç.
Старта ял поселенийĕсен командисем те тăчĕç. Виталий Иванович ывăл-хĕрĕсенчен йĕркеленĕ ушкăн мала тухрĕ. Сăмах май каласан, ку командăра унăн икĕ ывăлĕ – спорт мастерĕсем, кинĕ вара тĕнче класлă спорт мастерĕ. Паллах, ытти командăсене вĕсемпе тупăшма çăмăл пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Пикшик ял тăрăхĕн команди тухрĕ. Этапсенче чи лайăх вăхăт Татьяна Маркиданова (Маркидановсен çемйи), Наташа Кузьмина кăтартрĕç. Арçынсенчен вара чи пултарулли Евгений Маркиданов пулчĕ.
Юлашкинчен старта йĕлтĕр спорчĕн ветеранĕсем тăчĕç. 40-50 çулхисенчен чи пултаруллисем А. Никитинпа (Первомайски ял тăрăхĕ) Н. Васильев (Шăхач ял тăрăхĕ) пулчĕç. Хĕрарăмсенчен вара М. Николаевана (Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ) çитеймерĕç. 50 çултан аслăраххисенчен Г. Медведев (Аслă Чемен ял тăрăхĕ) малта пулчĕ. Юлашкинчен мала тата призлă вырăнсене йышăннă йĕлтĕрçĕсене асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.
В. БОРОДКИН,
спорт ветеранĕ.