02 марта 2013 г.
Владимир хулинче йывăр атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ (1996 çулхи тата унран кĕçĕнреххисен спорт ăмăртăвĕ) иртрĕ. Унта 56 килограмлă виçере икĕ енлĕ тупăшура (тÿрех çĕклесе тата тĕртсе) 199 килограмм пуçтарса Алманчăри Димитрий Исаков кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Ăна ăмăртусене пĕрремĕш категориллĕ Николай Зимин тренер-преподаватель хатĕрлет.
48 килограмлă виçере вара Нăрваш Шăхалĕнчи Наташа Шаймина 110 килограмм пуçтарса спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарчĕ. Унпа СССР спорт мастерĕ, аслă категориллĕ Александр Давыдов тренер-преподаватель ĕçлет.
Çавăн пекех Шăхач хĕрачи Мая Камасова та кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Икĕ енĕпе ăмăртса вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарнă. Унăн ăмăртăвĕ вара Рузаевка хулинче иртнĕ, Атăлçи Федераци округĕн чемпионачĕ пулнă.
Н. КРАСНОВ.