02 марта 2013 г.
Кăçалхи сывлăх кунне Анат Туçара пурăнакансем урăхрах ирттерме тĕллев лартрĕç. Совет Союзĕн Геройне П. Кузнецова халалланă вăйăсене хутшăнакансем те, вĕсене хавхалантаракансем те йышлăн пулчĕç. Мероприяти шкул-сад спорт залĕнче пуçланчĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин, “Звезда” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В. Кузнецов тата С. Сурков депутат саламларĕç. Оля Салмина, Ксюша Козлова, Оля Горшкова вара савăк юрăсем парнелерĕç. Афганистанри вăрçа хутшăннă Валерий Кузнецов çак çĕр-шывра утса тухнă çамрăксен паттăрлăхне аса илчĕ.
Ăмăртăвăн тĕп судйи С. Перепелкин сывлăх кунĕн программипе паллаштарнă хыççăн вăйăсем пуçланчĕç. Командăсене ял тăрăхĕнчи виçĕ депутат – Святослав Перепелкин, Валерий Кузнецов, Сергей Сурков – округĕсенчен тăратнă. Спортсменсем пилĕк енпе ăмăртрĕç: волейболла, шашкăлла, юр çинче футболла вылярĕç, вĕрен туртрĕç, винтовкăран персе чупрĕç. Камăн çĕнте-рÿçĕ пулас килмест-ха!
Волейболла И. Зайцев, Е. Мясников, Ю. Пласкин, А. Андреев, К. Перепелкин тата ыттисем те ăста вылянипе палăрчĕç.
Биатлонра Алексейпа Александр Астраханцевсем мала тухрĕç. Шашкăлла Валерий Плешков ытти команда членĕсене парăнтарчĕ.
Вĕрен туртни тата та ытларах интереслĕ пулчĕ. В. Кузнецов депутатăн командинчи А. Плешков, Ю. Миронов, П. Крысов, Л. Кузнецов тата ыттисем иккĕшĕнчен вăйлăрах иккен.
Çитĕнÿ тума, старта тăрса чупма, волейбол мечĕкне çапма ăсталăх та кирлĕ. Паян çеç стадиона тухнипе спортсмен пулаймăн. Ку енĕпе ял хавалĕ пысăк Анат Туçасен. Вăхăтĕнче физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ В. Перепелкина ахальтен мар ырăпа аса илеççĕ аслисем. Шел, хăй çук. Анчах унăн ырă пуçарăвĕсене малалла тăсакансем пайтах – шкулти спортзал кулленех уçă. Унта ачасем тренировкăсем тăваççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама, мечĕксем туянма аслисем пулăшаççĕ. Ку енĕпе А. Сурков предпринимательпе МСК страховани ушкăнĕн ертÿçи Л. Кузнецов хастар. “Звезда” ял хуçалăх кооператив председателĕ В. Кузнецов та ял уявĕсене йĕркелекенсене тивĕçлипе пулăшса пырать. Патăрьелĕнчи “Юхма” пасар администраторĕ Ю. Барановпа райпо председателĕ П. Перепелкин, чăх-чĕп ĕрчетекен станци етрÿçи П. Сорокин та спорта юратакансен ĕмĕчĕсене çитерме пулăшаççĕ. Хăйсене те çамрăксем хушшинче тăтăшах курма пулать. Ку хутĕнче те вĕсем вăйăсенче ыттисене хавхалантарса пычĕç.
А. ИВАНОВА.