17 октября 2015 г.
ÇАК кунсенче Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан ĕç ветеранне, тыл ĕçченне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмне А. Зайцевана ачисем, тăванĕсем 90 çул тултарнă ятпа ăш сăмахсем калама сĕтел хушшине пухăнчĕç. Çавăн пекех ăна саламлама район администраци пуçлăхĕн çумĕ В. Краснов, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина тата Пикшик ял тăрăхĕн специалисчĕ И. Козлова та çитрĕç. Вĕсем Анна Дмитриевнăна канлĕ ватлăх, сывлăх суннă май Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн çырăвне, чечек тата асăнмалăх парне пачĕç.
А. Зайцевăна пурнăç кĕленче сăпкара сиктермен. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă май амăшĕ виçĕ хĕрĕпе икĕ ывăлне пĕччен пăхса ỹстернĕ. Именкассинчи шкулта 6 çул вĕреннĕ хыççăн малалла та пĕлỹ илес ĕмĕчĕ фпысăк пулнă, анчах укçа-тенкĕ çитменнипе колхоза ĕçлеме кайма тивнĕ.
Çăмăл пулман Анна Дмитриевнăн каяранхи пурнăçĕ те: кил-çурчĕ виçĕ хутчен пушарта çуннă, аслă ачи те пĕчĕклех çут тĕнчерен уйрăлнă. 40 çул каялла мăшăрсăр, 28 çул пĕр çемье çулĕпе утнă Михаил Степановичсăр, тăрса юлнă. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратнă вĕсем. Халь кинемей йăха тăсаканĕн çемйипе пурăнать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)