17 октября 2015 г.
РЕСПУБЛИКĂРА, çавăн пекех районта та "Чунлă кỹршĕ" ("Неравнодушный сосед") акци старт илчĕ. Ăна юлашки вăхăтра çемьесенче, уйрăмах хĕрарăмсене, ачасене, ватăсене, кỹрентерни нумайланнипе пуçарнă. Кỹршĕре е ытти çĕрте этемлĕхĕн черчен пайне, çитĕнекен ăрăва, аслă çулхисене кỹрентернине курсанах куç хупса иртсе каяс марччĕ. Халь кашнийĕн аллинче кĕсье телефонĕ пур, унпа 122 е 020 номерсемпе, килти телефонпа 02, Шупашкара 24-16-55 тата районти шалти ĕçсен пайне 6-14-92 номерсемпе шăнкăравламалла. Кам пĕлтерни вăрттăнлăхра юлать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)