АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул вăл _ пурнăç

17 октября 2015 г.

Çанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те тỹрĕ те тикĕс çулпа утма та, транспортпа çỹреме те кăмăллă. Палăртнă çĕре те хăвăртрах çитме пулать. Пирĕн районта паяна хытă çул сарман пĕр ял та тăрса юлман. Унччен Люлясем хăйăрлă сукмакпа çеç утнă пулсан, халь вĕсем патне çатма пек тикĕс асфальт çитет. Çула сарнипе çеç мар, ăна вăхăтра тасатса та, тирпейлесе те тăмалла, асăрхаттару паллисене те çĕнетмелле, юртан та тасатмалла. Çул-йĕр ĕçченĕсен çавна май хĕлле те, çулла та вăй хумалли çителĕклех.

_ Хальхи вăхăтра эпир хамăр районта республика шайĕнчи çула 90 çухрăм, вырăнтине _ 119, Елчĕк тăрăхĕнче республика шайĕнчине _ 55, вырăнтине 37 çухрăм пăхса тăратпăр. Паян пирĕн ĕçченсене Шăнкăртамра çĕнĕ урама асфальт сарнă çĕрте курма пулать. Тăватă çухрăм тăсăлакан çула хăпартнă, никĕсне хатĕрленĕ. 5 çухрăм йышăнакан тротуара та çывăх кунсенче сарса пĕтереççĕ. Шăмăршă, Комсомольски районĕсенче, Канаш хулисенче те бригадăсем тăрăшрĕç. Çулталăк пуçланнăранпа çулсене тирпейлесе тăнăшăн 19 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех Шăнкăртамри ĕçсемшĕн 36 млн тенкĕ кĕнĕ, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне "Чувашавтодор" пĕрлешĕвĕн Патăрь-елĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленийĕн начальникĕ В. Рубцов.

Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленинче пурĕ 49 çын вăй хурать. Çулла вăхăтлăха тата пилĕк çынна илеççĕ. Вĕсем шăпах В. Илюткин мастер ертсе пынипе шăтăк-путăка саплаççĕ. Çанталăк ăшăтсан, çĕр типсен çул хĕррипе хĕл каçа пухăннă çỹп-çапа пуçтараççĕ, чарăну вырăнĕсенчи ятарлă ешчĕксене тасатаççĕ. Шел пулин те, вĕсен тăрăшулăхне хисеплекенсем сахалăн. Хаçат вулакансенчен нумайăшĕ трасса айккине е павильонсем патне ятарласа ăпăр-тапăр тултарнă хутаçсем лартса хăварнине асăрханă-тăр. Пĕр-ик кунтан вĕсене ирĕкри йытăсем салатса пĕтереççĕ те вара йĕри-тавра çĕтĕк чăлхаран пуçласа памперс таранах выртса çỹрет. Çакăн пек чухне çула пăхса тăракансене вăхăтра тасатманшăн вăрçса илетпĕр. Вĕсен вара çулталăкне икĕ хутчен кăна тирпей ыйтăвĕпе ĕçлемелле. Куçа тирекен тасамарлăха ятарлă бригада ирĕксĕрех вăхăтран-вăхăта пуçтарма тухать.

Ĕçе вăхăтра пурнăçласси техникăран та нумай килет. 40 тракторпа машина куллен рейса тухма хатĕр тăраççĕ. Çĕмрĕлнисене вырăнтах юсаççĕ. Запчасть па- йĕсене В. Селиванов механик вăхăтра тупать. Çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ. Халь хĕле хатĕрленсе хăйăрпа тăвар хутăшне те янтăлама пуçланă. Вăл пурĕ тăватă пин тонна кирлĕ, паяна пин тонна пур. Ноябрĕн пĕрремĕшĕ тĕлне çителĕклĕ турттарса хума палăртнă. Сăмах май, çул-йĕр ĕçченĕ-сем иртнĕ шăмат кун, октябрĕн 10-мĕшĕнче, шăпах çанталăк шăнтса илнĕ вăхăтра, ятарлă хутăша инкек-синкекрен асăрханса сапнă та ĕнтĕ. Çавăн пекех тăвалла хăпармалли 9 вырăна тăварпа хăйăр тултарнă ешчĕксем лартса тухнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика