17 октября 2015 г.
Тепĕр чухне сенкер экран умне ырă шухăшпах хыпарсен кăларăмне пăхма кĕрсе ларатăн, анчах мĕн пур кăмăла пăсатăн: çĕр чăмăрĕн пĕр кĕтессинче чăн-чăн вăрçă пырать, тепринче нимĕн айăпсăр çынсене пусахлаççĕ, вĕлереççĕ... Е тата çынсене хăратас, пысăк сиен тăвас тĕлĕшпе пĕр-пĕр объекта сирпĕтеççĕ, вут тивертеççĕ, заложниксене тыткăна илеççĕ тата ытти те. Кашни хыпарĕ чуна çỹçентерет, сехĕрлентерет, шухăша ярать. Паян терроризм общество хăрушлăхĕ пулса тăнă тапхăрта эпир те, уйрăмах массăллă информаци хатĕрĕнче ĕçлекенсем, çак темăпа калаçу пуçармасăр тăма пултараймастпăр. Тăнăç пурнăçшăн вара Чăваш Енре, районта пурăнакан çынсем пурте яваплă: ватти те, вĕтти те, вăй питти те.
Терроризм ыйтăвĕпе Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумне çитсен волонтерсемпе студентсен канашĕн хастарĕсем тỹрех 2003 çулхи Пĕлỹ кунĕнче _ сентябрĕн 1-мĕшĕнче _ Çурçĕр Осетири Беслан хулинче террористсем шкул çуртне вăрă-хурахла йышăннине, пĕр айăпсăр ачасемпе педагогсен ушкăнне заложникра тытнине аса илчĕç. Ирсĕр çынсем пĕр айăпсăр 335 çынна вĕлернĕ, 1000 ытла çынна амантнă. Виçесĕр куççуль, хуйхă паянхи кун та чун ыратăвĕ. Çак хурлăхлă кун ячĕпе техникумра çулсеренех ятарлă акцисем йĕркелеççĕ, Бесланти инкек пирки кинофильмсем пăхса ирсĕрле ĕçе, терроризм этемлĕхшĕн епле пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине сỹтсе яваççĕ. "Чтобы ЗАВТРА было" ятпа йĕркеленĕ кăçалхи акци те ытти çулсенчи пекех тулли содержаниллĕ иртнĕ, волонтерсем коллективри ытти çынсене "Боль ангелов", "Скорбим и помним Беслан 2003" ятпа хатĕрленĕ сулăсене çыхса янă. Сăмах май каласан, техникумра террорла ĕçе хирĕç йĕркелекен мероприятисене районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе çамрăк гвардеецсене те тăтăшах явăçтараççĕ. Ун пек калаçусенче сыхăлăх работникĕсен витĕмлĕ сăмахĕ те пĕлтерĕшлĕ.
2013 çулхи октябрьтенпе агропромышленность техникумĕн статусне йышăннă коллектив районта пысăк ушкăнсенчен пĕри. Паянхи кун тăватă тĕрлĕ рабочи профессийĕпе специалистсене хатĕрлекен вĕренỹ учрежденинче 320 студент пĕлỹ илет, унсăр пуçне преподавательсемпе ытти йышши работниксем те утмăл ытла. Урăхла каласан, хуçалăха тытса тăма çеç мар, кунти кулленхи тăнăç та лăпкă пурнăçа йĕркелесе пыма та пысăк ăс, вăй-хăват, ăнлану кирлĕ. Техникум директорĕн воспитани енĕпе тимлекен çумĕ И. Рубцова (сăн ỹкерчĕк-ре сылтăмран иккĕмĕшĕ) кун пирки хăйĕн шухăшне акă еплерех пĕтĕмлетрĕ:
_ Пирĕн техникум историйĕ пуян. Тăхăрвунă çулхи тапхăрта пирĕн "килтен" (çапла каласан та йăнăш мар-тăр) çĕршер ача тĕрлĕ специальноçпа пĕрлех тивĕçлĕ воспитани илсе тухнă. Хисеплĕ ĕçре тăрăшакансем те нумай. Вĕсем хушшинче паян вĕренекен ачасем пекех чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те пулнă. Географи тĕлĕшĕнчен те каçалăкĕ анлă. Хальхи вăхăтра та кỹршĕ районти ачасемсĕр пуçне Тутар республикинчен килнĕ каччăсемпе хĕрсем те вĕренеççĕ. Çемье ухсах-чăлахсăр пулмасть тенĕ евĕр, коллектива килекен çĕнĕ ачасем хăнăхиччен ютшăнма та, уйрăлма та, теприсем ушкăн тума та пăхаççĕ. Çакнашкал тĕрĕсмарлăха эпир çийĕнчех тирпейлетпĕр. Çавăнпах паян пирĕн патăрта вĕренекен студентсен наци, тĕн тĕлĕшĕпе уйăрасси çук. Мероприятисенче чăвашсем тутарла, тутарсем чăвашла юрласси-ташласси, культура, спорт мероприятисенче пурте пĕр çын пек пулса коллектившăн тупăшасси _ пирĕн тĕп тĕллев. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир республикăри ăмăртусенче çулталăк тăршшĕпе сахал мар призлă вырăнсене çĕнсе илетпĕр. Пĕрлĕхре, пĕр шухăшлăхра çеç вăй, тĕрек, çитĕнỹ.
Сăмах май каласан, Раççей шайĕнче хисеплĕ вĕрентỹ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ Ирина Петровна ку тĕлĕшпе хăй те сахал мар ĕç тăвать. Вăл тирпейлесе пыракан "Мы дети одной семьи" методика проекчĕ те ачасене толерантлă воспитани парас, чунсенче туслăхпа тăванлăх туйăмĕсене аталантарас, террорла пăтăрмахсенчен айккинче тăрас ыйтусем яланах тĕп вырăнта пулмаллине хистет. "Лекцисемпе тĕл пулусенче çеç мар, кулленхи пурнăçри кашни утăмра паянхи тăнăç та лăпкă пурнăçа тытса тăракан ырă пулăмсене ăша хывас пирки тăрăшатпăр",_ терĕ вăл террорла усал ĕçсем пирки калаçăва пĕтĕмлетсе.
ВУЛАКАНА ПĔЛМЕ
Пирĕн çĕршывра терроризма хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2009 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче ятарлă Концепци йышăннă, ăна Раççей Конституцийĕпе никĕслесе хатĕрленĕ. Унăн тĕп принципĕсем: гражданинăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хỹтĕлесси; саккунлăха çирĕп пăхăнасси; террорла хăрушлăх тухса тăракан граждансене вфилĕмрен çăласси; террорла ĕç тăвакансене çирĕп наказани кĕтнине ăнлантарса парасси; терроризм ан пултăр тесе информаципе пропаганда ĕçне анлăн туса пырасси.
Шухăш
Ильдар САНЗЯПОВ, 2 курс студенчĕ:
_ Хальхи илемлĕ те ырă малашлăхлă пурнăçра тĕрлĕрен тăшмансем, йăх-яхсем террорла актсем тунине е сиенлĕ сас-хура сарса халăха хăратма тăрăшнине питĕ сивлетĕп. Тĕрлĕ халăх туслă та килĕштерсе пурăннине, пĕр-пĕрне хисепленине нимĕн те çитмест. Ку тĕлĕшпе пирĕн техникумра нимĕнле шăв-шав та çук. Манăн туссем хушшинче чăвашсем те, тутарсем те пур. Пĕрлех ăмăртусене хутшăнатпăр, экскурсисене тухса çỹретпĕр тата ытти те.
Алена ЧАМЕЕВА, 2 курс студенчĕ:
_ Çĕр çинче нихăçан та пĕр çын теприне, пĕр халăх иккĕмĕшне ăнланманни ан пултăр, Бесланри евĕр пĕр айăпсăр ачасен, ытти çынсен пурнăçĕ ан татăлтăр. Пĕр-пĕрне курайманни, пусахлани ырă патне илсе пыманнине эпир ăнланатпăр, пĕлетпĕр.
Пирĕн ушкăнта, сăмахран, чăвашсемпе тутарсем çурмалла тесен те юрать. Эпир пурте туслă, кăмăллă, пĕр тăвансем пек пурăнатпăр. Общежитинче те икĕ наци каччисемпе хĕрĕсем килĕштерсе пурăнатпăр, мероприятисенче те пĕрлех.
Виктор ПЕТРОВ, аслă мастер:
_ Ватăсем сыхланакана, асăрханакана çеç Турă сыхлать, тенĕ. Террористла ĕçсене хирĕç йĕркелекен мероприятисемшĕн яваплă пулнă май çакна палăртса хăварас килет. Ку тĕлĕшпе коллективра çирĕп йĕрке. Экстремизм, терроризм, толерантлăх ыйтăвĕсене педагогсен канашĕсенче те тăтăшах хускататпăр, ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсене те ăнăçлă туса пыратпăр, вĕрентỹсем йĕркелетпĕр. Усал шухăшлă çын телефонпа шăнкăравласа е хутпа çырса хăратсан, сехĕрлентерсен е тата çынсем йышлă çỹрекен вырăнта иккĕленỹллĕ тĕркев, хутаç е курупка курсан чăн малтанах мĕн тумаллине коллективри кашни çын пĕлет. Кунсăр пуçне хамăрăн территоринче çеç çирĕм ытла "вăрттăн куç" пулни те коллективра çирĕп йĕрке тума пулăшать.
Альбина ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)